Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха çирĕплетеççĕ

15 октября 2014 г.

"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума халалласа юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче республикăра Сывлăх тата спорт кунĕ иртнĕ.

Елчĕк районĕнче те çак кун спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе ăмăртусем йĕркеленĕ. Елчĕкри тĕп стадионра "Юность" кубока çĕнсе илессишĕн вăтам шкулсенче вĕренекенсен хушшинче футбол турнирĕ иртнĕ. Унта 7 команда тупăшнă. Хĕрỹ вăйăра Елчĕксем - пĕрремĕш, Çĕнĕ Пăвасем -иккĕмĕш, Çирĕклĕ Шăхальсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. "Чи лайăх вратарь" ята Кирилл Сынков (Елчĕк шкулĕ), "Чи лайăх хỹтĕленсе вылякан" - Николай Конюков (Çĕнĕ Пăва), "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята Николай Алексеев (Çирĕклĕ Шăхаль) тивĕçнĕ.

"Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕнче çак кун уçă алăксен кунĕ иртнĕ. Спорта тата сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем бассейнра тата тренажер залĕсенче сывлăхĕсене çирĕплетнĕ.

Алă вăйĕ виçме кăмăллакансем вара Кỹкеç поселокĕнче йĕркеленĕ ăмăртăва хутшăннă. 12 команда хушшинче тупăшса Елчĕк хĕрĕсемпе каччисен команди иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Хăйсен виçе категорийĕсенче Татьяна Васильева (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ), Анна Гаврилова (Елчĕк), Николай Григорьев (Курнавăш) - 1-мĕш, Наталья Солина (Çирĕклĕ Шăхаль), Ольга Смолина, Ольга Емельянова (Çĕнĕ Пăва), Татьяна Куликова (Чăваш Тăрăм) - 2-мĕш, Марина Охотина (Çирĕклĕ Шăхаль), Нина Романова (Елчĕк шкулĕ) 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика