Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнỹ пĕчĕк утăмран пуçланать

11 октября 2014 г.

Чăваш Енĕн тĕп хулинче Пĕтĕм тĕнчери утакансен кунĕ старт илчĕ. Кун йышши пулăм Раççейре - пĕрремĕш хут. Акцие тĕнчери 150 çĕр-шывра "Спорт пурин валли те" ассоциаци (TAFISA) пулăшнипе 1991 çултанпа йĕркелеççĕ. Пĕтĕмпе унта халĕччен 12 млн ытла çын хутшăннă. Мероприяти тĕллевĕ - куллен физкультура тăвассине йăлана кĕртесси, халăхра спорт тата сывă пурнăç йĕркин сумне ỹстересси.

Пĕтĕм тĕнчери утакансен кунĕ Раççейре халĕччен пулман. "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума уçнă кун çĕр-шыв пысăк çак спорт уявне паллă тăвакансен йышне кĕчĕ. "Эпир анлă спорт юхăмне кăçал пĕрремĕш хут хутшăнатпăр. Пурте пĕрле çула тухса нумай нациллĕ Тăван çĕр-шывра утакансен пĕрлехи кунне паллă тăватпăр, - палăртрĕ РФ спорт министрĕ Виталий Мутко. - Спорт уявне ирттерме Шупашкара ахальтен суйласа илмен. Чăваш Ен спорта аталантарас тĕлĕшпе нумай вăй хурать".

Юлашки çулсенче Чăваш Республики физкультура тата спорт аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе çĕр-шывра малта пырать. Республикăра пурăнакансен 35,9 проценчĕ спортпа туслă. 2013 çулта Чăваш Ен "Раççей регионĕ" номинацире РФ Правительствин наци премине тивĕçрĕ. Физкультурăпа спорт ĕç-хĕлне йĕркелессипе РФ субъекчĕсен хушшинче икĕ çул харăс малти вырăнсене йышăнчĕ. Тата ытти çитĕнỹ те сахал мар.

Пĕтĕм тĕнчери утакансен кунĕ, Шупашкарпа пĕр харăсах, Раççейри темиçе хулара - Сочире, Красноярскра, Белгородра, Чĕмпĕрте - старт илчĕ. Çакна регионсемпе телекĕперпе çыхăнса йĕркелеме май килчĕ. Çак кун Шупашкар заливĕн çыранĕ тăрăх 15 пин ытла çын утса çаврăнчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика