Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр!

11 октября 2014 г.

Шупашкарти "Спартак" физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексăн стадионĕнче çын йышлă пухăнчĕ. Пурте савăнăçлă, чылайăшĕ спорт тумĕпе, хаваслă кĕвĕ янăрать... Кунта Пĕтĕм Раççейри "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" (ГТО) физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ.

Ку нормативсене пурнăçлас тĕллевпе тĕрлĕ ỹсĕмри - 11 ушкăнри - 1000-е яхăн çын килнĕ. Хăйсен вăйне, ăсталăхĕпе çаврăнăçулăхне сумлă форум иртекен кунсенче тĕрĕслесе пăхас текенсене стадионти халăх алă çупса кĕтсе илчĕ.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май РФ спорт министрĕн çумĕ Павел Колобков ГТО нормативĕсене пурнăçлас енĕпе 12 региона сăнав площадки туса хунине палăртрĕ, çак юхăма аталантарма пуçлас енĕпе ытти субъектра та ĕçлеме тытăннине каларĕ. "Ку енĕпе Чăваш Ен - лидерсенчен пĕри", - палăртрĕ вăл.

Пĕтĕм Раççейри "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" физкультурăпа спорт комплексĕн федераци порталĕн тата паллисен презентацийĕ те иртнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика