Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куравсем йыхравлаççĕ

11 октября 2014 г.

Тĕп хулари Хĕрлĕ тỹремре спортсменсем, спорта юратакансем хуçаланнă вăхăтра Республика лапамĕнче спортпа çыхăннă Пĕтĕм тĕнчери куравсемпе экспозицисем ĕçлеме пуçларĕç. "Спорт литератури, пресса тата мультимедиа" курава "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум ирттерме тытăнсан йĕркеленĕ. Çапла майпа асăннă профильпе ĕçлекен тĕнчери издательствăсем, мультимедиа хатĕрĕсем тата Интернет çăл куçĕсем хăйсен продукцийĕсене пиллĕкмĕш хут çакăн пек анлăн пропагандăлаççĕ.

Пĕр йышши ĕçпе пурăнакансен тĕллевĕсене ăнланмалла: опытпа паллашасси, инвентарь комплекчĕсене пахаласси - тĕп вырăнта. Шупашкарти курав ку енĕпе питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ун вăхăтĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен Спорт министерствисемпе ведомствисен представителĕсем экспонатсемпе паллашаççĕ, çыхăну тытса ĕçлесси пирки килĕшỹсем тăваççĕ.

Раççей Олимп комитечĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан, регионсенче спорт енĕпе тунă çĕтĕнỹсем пирки каласа кăтартакан стендсем йышлă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика