Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнасене яланах тарават

08 октября 2014 г.

"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелỹ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев хутшăннă.

Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне хутшăнакансене кĕтсе илессипе тата ăсатассипе çыхăннă ыйтупа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи А.Иванов пĕлтернĕ. Хăнасен ытларах пайĕ чукун çул транспорчĕпе килмелле.

ЧР информполитика министрĕ В.Андреева спорт форумне çутатма Раççей тата чăваш журналисчĕсене аккредитацилени çинчен пĕлтернĕ.

Хăнасене хăтлă та меллĕ автобуссемпе турттарасси çинчен ЧР транспорт министрĕ В.Филиппов палăртнă.

"Хальхи спорт. Çĕнĕлĕхпе малашлăх" спорт индустринчи çитĕнỹсен куравне хатĕрленес, хуласене тирпей-илем кĕртес, çулсен айккисене тирпейлес енĕпе ĕçсем мĕнле пыни çинчен Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен администрацийĕн пуçлăхĕсем А.Ладыковпа М.Соловьев каласа панă.

Тĕп хулана 1000 яхăн хăна килсе çитмелле. Вĕсене йышăнма хатĕрленекен 33 хăна çуртĕнче сувенирсем, спорт тумĕсем, роликсем хатĕрленĕ. Хăна çурчĕсемпе ресторансенче ĕçлекенсем форума хутшăнакансене чăваш наци тумĕсемпе, тараватлăн кĕтсе илĕç.


Аса илтеретпĕр: Юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумĕ тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртет. Тĕп хулана пĕр пине яхăн хăна килсе çитмелле.


 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика