Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Форум спорт уявĕсемпе пуян пулĕ

08 октября 2014 г.

Шупашкарти "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум тапхăрĕнче массăллă спорт мероприятийĕсене йĕркелеççĕ.

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, 10 сехетре "Çăлтăрпа пĕрле зарядкăна" Раççейри паллă телеертỹçĕ, "Россия-2" телеканалăн спорт комментаторĕ Д.Губерниев ирттерĕ. Унта 10 пине яхăн çын хутшăнĕ. Чăваш наци телевиденийĕ ăна тỹрĕ каналпа кăтартассине йĕркелĕ, унăн Интернет-трансляцине йĕркелĕ.

Ун хыççăн спорт форумне савăнăçлăн уçĕç. 11 сехетре спортсменсен парачĕ пуçланĕ. 800 ытла участник "чĕрĕ" сăмах - "ГТО" - çырĕç.

12 сехетре Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансен кунĕ старт илĕ. Унта сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан 15 пин ытла çын хутшăнĕ.

ГТО нормативĕсене парас текенсем "Спартак" стадионта 12-17 сехетсенче спорт уявне хутшăнаççĕ.

Çавăн пекех кăнтăрла "Атте, анне тата эпĕ - спорт çемйи" уяв та старт илĕ. 160 ытла çемье 16 сехетчен хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарĕ. Çав вăхăтрах "Энергия" стадионта ачасемпе çамрăксем çăмăл атлетикăпа мини-футбол ăмăртăвĕсенче тупăшĕç.

13-18 сехетсенче К.Маркс урамĕ Спорт бульварне çаврăнĕ. Кунта спорт федерацийĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕç.

Спорт форумĕ иртнĕ вăхăтра Республика лапамĕнче тĕрлĕ выставкăсемпе экспозицисем ĕçлеççĕ.

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕ автомобильсĕр çỹремелли кун пулĕ.


ЦИТАТА

Аделина СОТНИКОВА, Раççей фигуристки, Сочири Олимп вăййисен (2014 ç.) чемпионки:

"Эпĕ çав тери Чăваш Ене килесшĕн. Кунта - ман тымарсем: Улатăрта ман мăн асатте, Совет Союзĕн Геройĕ Александр Васильевич Кочетов летчик-истребитель çуралнă.

Октябрьте Чăваш Енĕн тĕп хулинче - Шупашкарта - Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум иртни мана питĕ савăнтарать. Унта тĕнчери тĕрлĕ çĕр-шывран килнĕ ĕçтешсем хутшăнаççĕ. Эпĕ тата манăн çывăх çыннăмсем Чăваш Ен Раççейри спорт чи лайăх аталаннă регион пулнине тепĕр хут çирĕплетессе шанса тăратпăр.

Эпĕ спорта юратакан кашни çыннах форума хастар хутшăнма чĕнетĕп. Пĕр çĕр-шыв - пĕр команда! Чăваш Енре тĕл пуличчен!"


 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика