Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хатĕрленỹ малалла пырать

04 октября 2014 г.

"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелỹ комитечĕн черетлĕ ларăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ертсе пынă.

Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă финанс ыйтăвĕсем пирки Чăваш Ен финанс министрĕ С.Енилина пĕлтернĕ. Çак пысăк мероприятине йĕркелеме Раççей, республика бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ уйăрнисĕр пуçне спонсорсене те явăçтараççĕ. Ларура республикăн тĕп хулине хăтлăх кỹрес, çул-йĕре тирпейлес ыйтусем те айккинче юлман. Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ А.Ладыков массăллă физкультурăпа спорт мероприятийĕсене ирттермелли йĕркесемпе паллаштарнă.


Аса илтеретпĕр: юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери V форумĕ иртет. Ăна физкультурăпа спорта аталантарас, халăхсем хушшинче спорт çыхăнăвне йĕркелес, сывă пурнăç йĕркисене сарас тĕллевпе ирттереççĕ. Раççей Президенчĕ В.Путин çакăн çинчен калакан Хушăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе М.Игнатьевпа тĕл пулнă хыççăнах алă пуснă.


 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика