Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе спорт яланах юнашар утаççĕ

20 сентября 2014 г.

Ĕçпе спорт яланах юнашар утаççĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх кашни уйăхăн виççĕмĕш юн кунĕнче республикăри Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унта социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене çынсемпе пĕрле тишкереççĕ. Хальхинче те вĕсем айккинче юлмарĕç. Тĕл пулусенче кăçалхи юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери V спорт форумне хатĕрленсе кĕтсе илесси, Чăваш Республикинчи таварсен рынокĕсенче шайлашулăхпа тивĕçтермелли мерăсен комплексĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2014 çулхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинчи халăхăн сывлăхне çирĕплетмелли тата пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен" Указĕ пурнăçа кĕрсе пыни çинчен калаçу пынă. Çав вăхăтрах информаци кунĕнче уй-хир ĕçĕсем мĕнле пыни, ял хуçалăх ярмăрккисем йĕркелени, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕ пирки те ыйтусене сỹтсе явнă.

Информаци ушкăнĕсем ял тăрăхĕсенче, организацисемпе предприятисенче пулнă, çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.Петрова тата район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый районти вĕренỹ организацийĕсен директорĕсемпе, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулнă. Унта Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсемсĕр пуçне педагогсем саккунсене, этикăна çирĕп пăхăнмаллине палăртнă.

Хальхи вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсенче Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулти пуçламăш класс ачисене вĕрентекен воспитани ĕçĕнче юрăхсăр меслетсемпе усă курнине анлăн сỹтсе яваççĕ, унăн ĕç-хĕлне сивлеççĕ. Çавăнпа С.Петрова шкулсене ертсе пыракансене педагогика ĕçченĕсен професси этикин Кодексне коллективсенче çĕнĕрен пăхса тухма, классенче дисциплинăна йĕркелеме, вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупма кирлине палăртнă.

С.Петровăпа Л.Левый сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем ГТО нормисене пама кирлине, шкулсен сайчĕсене йĕркене кĕртмелли пирки те пĕлтернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн ертỹçи Г.Анисимова тата федерацин налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш инспекцийĕн ертỹçи В.Антонов "Металлсервис" ООО коллективĕпе тĕл пулнă. Ю.Шадриков ертсе пыракан обществăра пĕтĕмпе 32 çын тăрăшать. Вĕсем строительство объекчĕсем валли металран тĕрлĕ конструкцисем хатĕрлеççĕ. Информаци ушкăнĕ çавăн пекех Т.Теплова уйрăм предприниматель ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Юхăннă юсавпа техника предприятийĕн столовăйĕ вырнаçнă çурта тĕпрен юсаса Татьяна Николаевна кунта кафе, алăксем тата ытти хатĕрсем сутакан лавккасем хута янă. Унсăр пуçне вăл кунта автошкул, концерт залĕ те уçасшăн. Коллективра ĕçлекенсен ĕмĕчĕсем пысăк - çулĕ çеç такăр пултăр.

"Чувашхлебопродукт" акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ А.Ласточкин Курнавăш ял тăрăхĕн активĕпе, "Клевер" ООО коллективĕпе, "Вăрçă ветеранĕсен республикăри клиника госпиталĕ" бюджет учрежденийĕн тĕп врачĕ Е.Барсукова Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче, пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă.

Тĕл пулусенче çынсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса панă.

А.КАРЛИН.

Сăн ỹкерчĕкре: Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă Г.Анисимовăпа В.Антонов Т.Теплова уйрăм предпринимательпе тата "Мечта" кафере ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика