Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт форумĕ ăнăçлă иртĕ

20 сентября 2014 г.

Правительство çуртĕнче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнче Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелỹ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Спорт форумĕ иртнĕ кунсенче хулара йĕркелĕхе, хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтусем пирки ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов пĕлтернĕ. "Çак тĕллевпе ятарлă оперативлă штаб туса хунă, ăна эпĕ хам ертсе пыратăп. Палăртнă мероприятисен планĕ те хатĕр", - тенĕ вăл.

ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников Пĕтĕм Раççейри ГТО нормативĕсене йышăнмалли Пĕрлехи куна йĕркелесси пирки каласа панă. Сергей Владимирович пĕлтернĕ тăрăх - тĕп ăмăртусем Шупашкарти "Спартак" стадионта иртмелле. Хальлĕхе унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Мĕн пур ĕçе октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.


Аса илтеретпĕр: Юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери V форумĕ иртет. Ăна физкультурăпа спорта, халăхсем хушшинче спорт çыхăнăвне йĕркелес, сывă пурнăç йĕркисене сарас тĕллевпе ирттереççĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин çакăн çинчен калакан Хушăва Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă хыççăнах алă пуснă. Форума Раççейри тата 20 ют çĕр-шыври 3 пине яхăн çын хутшăнасси пирки пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелỹ комитечĕн черетлĕ ларăвĕнче çынсене спорта ытларах явăçтарма, социаллă сферăри учрежденисенче ирсерен зарядка ирттерме чĕнсе каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика