Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эстафета вăйлисене парăнать

17 сентября 2014 г.

Эстафета вăйлисене парăнать

Шăмат кун Шупашкарти "Энергия" стадионта Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаев космонавт летчика асăнса "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен 76-мĕш эстафети иртрĕ.

Спорт уявне йăлана кĕнĕ тăрăх ăмăртăва хутшăнакансен парачĕ уçрĕ. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, "Советская Чувашия" хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев, ыттисем саламларĕç.

Яланхи пекех эстафета VIP чупуран пуçланчĕ. Старта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, патшалăх органĕсен ертỹçисем, район пуçлăхĕсем, паллă спортсменсем тухрĕç. Вĕсем икĕ çаврăма - 800 метра чупрĕç. Дистанци кĕске мар. Ăна малта вĕçлекенсем те, кая юлакансем те пулчĕç. Пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пĕрремĕш ушкăнра çитрĕ.

Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен чупăвне "Елчĕк ен" хаçат сотрудникĕсем те хутшăнчĕç. 20 команда хушшинче эпир 5-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Дистанцие виççĕмĕш вĕçленĕ наци телекомпанин командинчен 1 çеккунтран каярах вăхăт кăтартрăмăр.

Иртнĕ çул çăмăл атлетсен эстафетинче пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен ушкăнĕнче Кĕçĕн Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Хăвăлçырма шкулĕсем пĕрремĕш - виççĕмĕш вырăнсене йышăннăччĕ. Хальхинче эстафета чупăвĕнче Чăваш Тăрăм шкулĕн çăмăл атлечĕсем çеç 5-мĕш тухрĕç.

(Хамăр корр.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика