Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Нацисен кросĕ - 2014" чупу йыхравлать

17 сентября 2014 г.

Елчĕк район администрацийĕ районта 2014 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей шайĕнчи "Нацисен кросĕ - 2014" чупăва йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе хушу кăларнă.

Хушупа килĕшỹллĕн положение тата йĕркелỹ комитечĕн йышне çирĕплетнĕ.

Чупу Елчĕкри Тĕп лапамра иртет. Ăна хатĕрленес тата йĕркелесе ирттерессишĕн район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕ, ачасемпе çамрăксен А.Игнатьев ячĕллĕ "Улăп" спорт шкул яваплă.

"Нацисен кросĕ - 2014" чупăва спорта кăмăллакансене пурне те йыхравлаççĕ, дистанци пуриншĕн те 2014 метрпа танлашать.

Ăмăрту программипе кĕскен паллаштарăпăр:

10.00 - 11.30 _ участниксене регистрацилеççĕ;

11.30 - 11.40 _ ăмăртăва официаллă майпа уçни;

11.40 - 11.55 _ спортсменпа пĕрле _ зарядкăна;

12.00 - 12.15 _ 2014 метрлă VIP чупăвăн старчĕ;

12.15 - 12.30 _ старта 1997 çулта çуралнă тата унран кĕçĕнрех хĕрсем тухаççĕ;

12.30 - 12.45 _ старта 1997 çулта çуралнă тата унран кĕçĕнрех йĕкĕтсем тухаççĕ;

12.45 - 13.00 _ старта 1996 çулта çуралнă тата унран аслăрах хĕрарăмсем тухаççĕ;

13.00 - 13.15 _ старта 1996 çулта çуралнă тата унран аслăрах арçынсем тухаççĕ;

13.15 - 13.30 _ çĕнтерỹçĕсемпе призерсене чысласси;

13.30 - 13.45 _ чупăва официаллă майпа хупасси.

Ăмăрту участникĕсенчен заявкăсене авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче 11 сехет те 30 минутчен çак электронлă адреспа йышăнаççĕ: sport@yalch.cap.ru.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика