Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкар - спорт хули

06 сентября 2014 г.

Правительство çуртĕнче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелỹ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Ларура виçĕ ыйту пăхса тухрĕç. "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ иртнĕ кунсенче хăнасене кĕтсе илесси, халăха транспортпа тивĕçтересси пирки ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов пĕлтерчĕ. Владимир Иванович каланă тăрăх - юпа уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче Мускавран Шупашкара хушма рейссем уçĕç. Тĕп хулана пуйăспа 800 çын килмелле, Канашри чукун çул вокзалĕнче 850 çынна кĕтсе илмелле. Автомобильсемпе 200 çын (11 делегаци) килсе çитмелле. Вĕсем валли справка тата диспетчер службисем йĕркелĕç. Кашни транспорт çинче форум логотипĕ пулĕ. Халăха турттарма лайăх, хăтлă автобуссем уйăрĕç.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министрĕ Владимир Аврелькин сувенир продукцийĕ, форум логотипĕпе усă курса хатĕрленĕ спорт тумĕ пирки каласа пачĕ. Шупашкарти кашни хăна çуртĕнчех сувенирсем валли ятарлă вырăн уйăрнă. Унтах чăваш наци çи-пуçĕпе те паллашма пулать.

Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов вара форума хутшăнакансем валли ятарлă паллăллă (логотиплă) калпаксем тата шарфсем хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ. Волонтерсем валли вара галстуксем, çумăрта тăхăнмалли пĕркенчĕксем (дождевик), сумкăсем хатĕр. Çавăн пекех эспандер та, шагомер та, шăхлич те, скакалка та, ялав та, магнитик та, флеш карта та, ал шăлли те пур. Вĕсем çинче - форум логотипĕ.

ЧР вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх - спорт форумне йĕркелесе ирттерме волонтерсем - пурĕ 495 çын - пулăшĕç. Вĕсем - Шупашкарти аслă шкулсемпе колледжсенче пĕлỹ илекенсем. Вĕсемпе ятарлă занятисем ирттернĕ ĕнтĕ, графикпа, ĕç йĕркипе паллаштарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика