Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕ кĕтсе илесчĕ

30 августа 2014 г.

Юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума кĕтсе хатĕрленỹ ĕçĕсем пуçланнă та ĕнтĕ. Тĕнчери, Раççейри паллă спортсменсем, хăнасем килĕç Чăваш Ене.

Правительство çуртĕнче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

"Вăхăт хăвăрт чупать. Пирĕн тĕп тĕллев - спорт форумне тивĕçлĕ хатĕрленсе ăнăçлă кĕтсе илесси. Хатĕрленỹ ĕçĕсем пуçланнă ĕнтĕ. Потребительсен рынокĕн ĕç-хĕлĕ кал-кал пытăр тесе тăрăшмалла пирĕн. Тĕнчери, Раççейри паллă спортсменсем, хăнасем килĕç Чăваш Республикине. Шупашкарти хăна çурчĕсемпе общество апатланăвĕн вырăнĕсенче хăнасене тараватлăн, ăш пиллĕн кĕтсе илесчĕ. Ытларах хамăр патăмăрта кăларакан апат-çимĕçе сĕнесчĕ. Чăваш наци апатне те астивме пултарччăр вĕсем. Уçăмлăн тата ансат чĕлхепе калас тăк - усламçăсен Чăваш Ен аталантăр, чечеклентĕр тесен ытларах услам тăвас тесе вĕсен тавралла "ташламалла" кăна. Хăна çурчĕсемпе ресторансенче ĕçлекенсен чăваш эрешĕллĕ, пĕрешкел тумпа пулсан аванччĕ. Пухăннисем ятарлă футболкăсем, календарьсем, сувенирсем туянма пултарччăр", - пĕлтернĕ Михаил Васильевич.

ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева пĕлтернĕ тăрăх - республикăри телекуравсем Чăваш Енри паллă спортсменсем пирки ятарлă кăларăмсем хатĕрлĕç. Хаçат-журналсенчи материалсем ятарлă логотиппа пичетленĕç.

Хулана спорт форумĕпе çыхăннă плакатсем илемлетĕç. Шупашкарти тĕп урамсенче баннерсем вырнаçтарĕç, чарăну вырăнĕсене пĕлтерỹсем çакĕç. Кунсăр пуçне 50 троллейбуспа 200 маршрут таксине капăрлатĕç.

"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум мероприятийĕсенче 23 спорт объекчĕпе усă курма палăртаççĕ. Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче хула тата районсен çыннисем "çăлтăрпа" пĕрле зарядкăна тăрĕç. Унта шкул ачисене те явăçтармалла.

Форумччен "Советская Чувашия" хаçат "Эпĕ сывă тăк - çĕр-шыв та вăйлă" сăн ỹкерчĕксен конкурсне йĕркелет. Унта чи малтанах вулакансем тата сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен сăн ỹкерчĕксем урлă хăйсем спорта юратнине, унпа туслă пулнине кăтартса памалла.

Конкурса тăратнă ĕçсене ăста фотографсемпе спортсменсем хаклаççĕ. Чи маттурисене хаклă парнесемпе хавхалантарĕç. Сăн ỹкерчĕксене юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен "Советская Чувашия" хаçатăн редакци почтине sch@chuvashia.ru ярса памалла е çак адреспа çитермелле: 428019, Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13 çурт. "Спорт конкурсне" тесе палăртма ан манăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика