Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун-çул уттипе

22 марта 2017 г.

Хаçатăн çывăх тусĕ, çыравçă, аслă категориллĕ вĕрентекен-пенсионер, чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн чăн членĕ, Мăньял Хапăсра пурăнакан Григорий Скворцов 75 çул тултарчĕ 

1942 çулта, Тăван çĕршывăн хулисемпе ялĕсенче юнлă çапăçусем пынă вăхăтра, çуралнă вăл. Ашшĕ Ленинград фронтĕнче 84-мĕш артиллери полкĕн 55-мĕш дивизийĕнче çапăçса 1942 çулхи çĕртмен 27-мĕшĕнче йывăр аманса вилнĕ. Ăна Новгород облаçне кĕрекен Пола районĕнчи Херенки ялĕ çывăхĕнче пытарнă.

Шкула кайичченех кĕнеке вулама, 100 таран шутлама вĕреннĕ. Ултă çулта чух çемьене пысăк инкек килсе çапнă – вăл тата амăшĕпе аппăшĕ куç чирĕпе аптранă. Григорий Константиновичăн сулахай куçĕ юхса тухнă. Ăста тухтăр аллине лекмен пулсан шăпи мĕнле пулĕччĕ-ши?

Григорий Скворцовăн аса илĕвĕнчен: «Пирĕн кÿршĕ Григорий Семенов (Григорий Григ) район хаçатĕнче тăтăшах тĕрлĕ информацисемпе очерксем, сăвăсем пичетлетчĕ, 5-мĕш класра вĕреннĕ чух эпĕ те хаçата çырса пăхрăм, «Кружоксем ĕçре» информацие пичетлерĕç. Çакă мана малашне çырма хавхалантарчĕ, вăй пачĕ, эпĕ ĕçялкорсен ретне тăтăм. Калавсем те çыркаларăм».

Шкултан тухсан колхозра вăй хунă. 1963 çулта ял Советне счетовод-кассира илнĕ. Ялти драмкружок, комсомол организацийĕн ĕçне хутшăннă, Вăрнар ВЛКСМ райкомне инструктора йышăннă. Икĕ çултан организаци пайне ертсе пыма шаннă. 

Малтанхи сăвви «Чун савни» район хаçатĕнче 1964 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче пичетленнĕ. Икĕ сăвви «Тăван Атăл» альманахра пичетленнĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренет. Диплом илнĕ хыççăн хамăр районти Вăрманкасри вăтам шкулта тимлеме пуçланă. Çулталăкран хаçат ĕçне куçнă, пĕр вăхăтрах радиоорганизаторта, корреспондентра ĕçленĕ. Кайран Шĕнер Ишекри, Пăртасри, Хапăсри вăтам шкулсенче ĕçленĕ. ,мĕрĕпех вĕреннĕ вăл. Мускаври ют чĕлхесен аслă курсĕнче нимĕç чĕлхипе кĕретĕн мар пĕлÿ илнĕ. Шупашкарти вĕрентÿ институтĕнче педагог-психолог специальноçне алла илнĕ. 1998 çулхи кăрлачра тăван тавралăха тĕпчес тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн республикăри таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕ республикăри хисеплĕ таврапĕлÿçĕ ятне панă. Аслă категориллĕ вĕрентекен ятне илнĕ. Ирина хĕрĕпе иккĕшĕ «Мăньял Хапăс çăлкуçĕсем», «Вăрçă. Паттăрсен йĕрĕпе», «Хапăс шкулĕ», «Çĕнĕ тĕпчевсемпе сăвăсем» кĕнекесен авторĕсем.

Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн коллективĕ Григорий Константиновича юбилей ячĕпе чĕререн саламлать, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунать. Хаçатри кăсăклă материалсемшĕн тата 75 çулхи юбилей ячĕпе ăна редакцин Хисеп грамотипе чысланă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика