Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентÿ киленÿ кÿрет

22 марта 2017 г.

Калинино вăтам шкулĕнче вĕренÿре тăрăшулăхпа палăракансем сахал мар. Акă вуннăмĕш класра вĕренекен Николай Ситниковпа Евгения Ластухина ăнтăлу çитĕнÿ тума пулăшнине аван ăнланаççĕ, çавăнпа та иккĕшин дневникĕнче те «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсем кăна. Хастар çамрăксем уроксенче ялан тимлĕ, малашлăха та çутă шанăçпа пăхаççĕ вĕсем.

Николай Ситников – кадет класĕн командирĕ. Пултарулăхне тата тăрăшулăхне кура ыттисене ертсе пыма шаннă ăна. Вуннăмĕш класра вĕренекенскерĕн пĕр пушă вăхăт та çук, мĕншĕн тесен вуламалли, çырмалли нумай. Николай каланă тăрăх, шкултан киле парса янă ĕçе хатĕрленсе килменни пулман унăн. Урокра хăйне лăпкă тытать, вĕрентекен ыйтăвĕ çине ялан тулли хурав парать. Ахальтен мар ачан дневникĕнчен лайăх паллăсем татăлмаççĕ. Математикăпа информатика предмечĕсене уйрăмах килĕштерет.

– Ялан çĕннине шыратăп, кашни урока тĕплĕн хатĕрленетĕп. Пĕр класри юлташсем мана хавхалантарма пултараççĕ. Вĕсем – чăн-чăн тĕрев. Йывăрлăха та, савăнăçа та çывăх туссемпе пайлатăп, – терĕ Н.Ситников.

Унăн хастарлăхĕ, шухăш-ĕмĕчĕ пысăк. Шкул вĕренсе пĕтерсен аслă пĕлÿ илме ĕмĕтленет. Мускав университетне вĕренме кĕресшĕн.

– Ачалăх çулĕсем хăвăрт иртсе пыраççĕ. Малашлăха хальтерех пăхмалла, хăв палăртса хунă тĕллев патне ăнтăлма пĕлмелле. Вĕренĕве чунтан парăнни паллах çитĕнÿ тума май парать, – пĕлтерет вуннăмĕш класра вĕренекен.

Николай спорта та юратать, баскетболла тата волейболла выляма кăмăллать. Çав вăхăтрах вăл, кадет класĕнче вĕреннĕ май, çар çыннисен пурнăçĕпе те кăсăкланать. Шкула офицерсем час-часах килсе çÿреççĕ, вĕренекенсемпе тĕл пулаççĕ. Вĕсем каласа кăтартнине тимлĕ итлет, хăйĕншĕн усăллине ăша хывать. Сумлă хăнасем патриотлăх туйăмне ÿстерме çеç пулăшаççĕ – çапла шутлать Н.Ситников.

Чун-чĕре ыйтнипе тăрăшса вĕренет çамрăк. Класри тантăшĕсем умĕнче нихăçан та мăнаçланмасть, пулăшу ыйтакана та хăйĕнчен тĕртсе ямасть.

Ырă кăмăлĕпе те, сăпайлăхĕпе те кирек кама та тыткăнлама пултарать ку шкулти вуннăмĕш класри Евгения Ластухина. Вăл пĕчĕкренех вулама юратнă, халĕ те тĕрлĕ литературăна алăран вĕçертмест, мĕн çырнине тĕплĕ тишкерет, асра тытса юлма тăрăшать. Хăй те сăвăсем çырма юратать. Хăшпĕрисем «Тантăш» хаçатра та пичетленнĕ. Евгения тăван тавралăх илемĕпе киленсе çÿренĕ чухне тĕрлĕ шухăш патне çитсе тухать. Çулла илемлĕ чечек ешерни, кĕркунне йывăç çинчи сарă çулçăсем тăкăнни унăн чĕрине ăшă вăркăша кĕртеççĕ. Тавралăх вăй панине туйнăран çутçанталăка халалласа сăвăсем шăрçалать.

Вуннăмĕш класра çирĕм виççĕн вĕренеççĕ. Чи çывăх та шанчăклă юлташсем уншăн – Катя Судова тата Маша Андреева. Уроксем вĕçленсен те, тăхтав вăхăтĕнче те чылай чух пĕр-пĕринчен уйрăлмаççĕ. Калăпăр, математикăпа ăнланманлăх сиксе тухрĕ – çийĕнчех пĕрле шутлавăн тĕрĕслĕхне тупаççĕ.Хĕршĕн шкул пурнăçĕ интереслĕ, мĕншĕн тесен кашни урокра çĕннине пĕлет. Пур предмет та хĕршĕн çывăх. Çавăнпах, вĕренÿ çине пысăк тимлĕх уйăрнăранах, «пиллĕк» паллă çеç илет. Евгения – отличница. Вĕренÿре тăрăшулăхпа, шкулта иртекен меропрятисенче активлăхпа палăрнăран район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать.

– Шкулта вĕренни çеç çителĕксĕр, килте те нумай вăхăт ларма тивет. Аттепе аннене те пулăшма манмастăп, – тет вăл.

Вăл вĕренме те, ĕçлеме те ÿркенмест. Шăллĕ пĕрремĕш класра пĕлÿ пухнăран унăн вĕренĕвĕпе те кăсăкланать, сĕнÿ-канаш та парать.

Хĕрĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕ амăшĕ пулнă. Кăкшăмра тăваттăмĕш класс таран вĕреннĕ. Шкулта пуçламăш утăмсем тума шăпах çывăх çынни пулăшнă та ăна. Районти олимпиадăсене те хутшăнать. Кăçал чăваш тата вырăс чĕлхипе районта 3-мĕш вырăн йышăннă.

Юрий КОРНИЛОВ.     

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика