Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хÿтĕлевçĕсем шкулта ÿсеççĕ

04 марта 2017 г.

Уява çуллен çак вăхăтра çитекен хăнана хальхинче малтан хăйне хĕрÿллĕн саламларĕç. Ăна кĕтсе илме Мăн Явăшри вăтам шкул коллективĕпе пĕрле ялйышран Э.В.Васильев полковникпе танăшшисем, шкулта унпа çумăн вĕреннисем пухăннă.

Эрик Васильевич Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне яланхиллех хăй ятĕнчен черетлĕ парне кÿнĕ, «Чапаев ячĕллĕ йĕлтĕр йĕрĕ» тенĕ ăмăртусене хутшăннă. Пĕлетпĕр: ку мероприятие Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 130 çул çитнине халалларĕç. Йĕлтĕрпе чупса пирĕн ентеш çар çыннисем хушшинче 1-мĕш вырăна тухнă. Ăна Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи тулли полномочиллĕ представителĕ Ю.А.Акиньшин тата чăваш наци культурин Мускаври автономийĕн пуçлăхĕ А.И.Григорьев алă пуснă грамотăпа наградăланă. «Хамран вунă çул кĕçĕнреххисене çĕнтерме вăй-хал çитертĕм», – терĕ Эрик Васильевич.

Çамрăк армеецсен шкулти парадне вăл хавхалантарса ертсе пычĕ. Стройри мел-манерсене, çар вăййисене сăнарласа çĕнтернисене унăн асăнмалăх парнисемпе чысларĕç. Çав шутра: офицерсен «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăхăн пуçлăхĕ В.А.Ильин вице-адмирал алă пуснă грамотăсем, экономика наукисен докторĕ Г.А.Зюганов пулас воинсене халалланă кĕнекесем, Мускаври Пĕрремĕш кадетсен корпусĕ халь унта ĕçлекен Э.Васильева сĕннĕ çĕтĕлми-кивелми бушлатсем.... Яланхиллех – Эрик Васильевич кун пек чухне кашни ачана шоколадпа хăналать, çыру-вĕренÿ ĕçĕнчи япаласемпе, илемлĕ картинăсемпе савăнтарать.

Парад курма пынисене 1-мĕш класс ачисем совет салтакĕсен пакунĕсемпе тухни, кашни-пĕри хăйне тирпейлĕ-тĕрĕс тытни хытă килĕшрĕ. Кадетсен класĕнче вуннăн. Тумĕсем пĕр евĕр хитре. Командирĕ пĕлтĕртенпе йĕркеленнĕ кунранах Таня Иванова. Кăкăрĕ çинче Аслă Çĕнтерÿ  юбилейĕ ячĕпе наградăланă медаль ялкăшать. Кунашкал медальпе хальхи тĕлпулура Василий Тимофеевич Амакова чысларĕç. Çĕнĕ çул тĕлне вăл çитмĕл тултарнă. Эрик Васильевпа пĕрле вĕреннĕ. Районти механизаторсен смотр-конкурсĕсенче час-часах çĕнтерÿçĕ пулнă. ,çлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ. Шкул коллективĕпе юлташĕ пекех, паянхи кунчченех туслă.

Пухăннисене район пуçлăхĕ Г.П.Спиридонов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.А.Васильев саламларĕç. Писательсем – Михаил Васильев, Вениамин Сорокин шкула тата ялти библиотекăна хăйсен кĕнекисене хăварчĕç, ял çыннисемпе тĕл пулса калаçрĕç, кăçалхи октябрьте Алексей Воробьевăн 95 çулне паллă тума кирлине палăртрĕç.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне ачасем çĕнĕ çултанах хатĕрленнĕ, çарпа спорт вăййисен уйăхлăхне ирттернĕ. Краснодонри «Çамрăк гвардин» тăхăр геройĕ ячĕпе хаçат кăларнă. Патриотла юрăсен, волейбол-футбол ăмăртăвĕсен, боевой листоксен, картинăсен конкурсĕсене йĕркеленĕ. Халĕ майăн 6-мĕшĕнче Çĕмĕрлере Аслă Çĕнтерÿ  кунĕ ячĕпе пулакан республикăри смотр-конкурссене хутшăнма хатĕрленеççĕ.

В.МИХАЙЛОВ.  

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика