Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа, пĕр тĕллевпе

04 марта 2017 г.

Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ: кунĕпе вун-вун ыйту татса пама тивет. Специалистсен те, çав шутра пуçлăхăн та канлĕ ларма вăхăт çук. Санарпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Оксана Александровапа тĕл пулсан чылай ыйтăва хускатрăмăр.

– Оксана Васильевна, сирĕн тăрăхри ялсене пырса кĕрсен урамра камсене ытларах асăрхама пулать: аслăрах çулсенчисене е çамрăксене?

– Кăнтăрлахи вăхăтра урамра кинемейсемпе мучисене куратăн. Вĕсем лавккана е  почтăна каяççĕ, е тата тăванĕ-хурăнташĕ патне хăнана утаççĕ. Тус-юлташĕсемпе те тĕл пулса калаçаççĕ, ахăртнех. Аслă çулсенчисем тивĕçлĕ канура та, вĕсен ирĕклĕхĕ те нумайрах. Вăйпиттисен вара пĕр-пĕр ĕçре тар кăлармалла. Çавăнпа та вăтам çулсенчисене кăнтăр кунĕнче сайра асăрхатăн. Шкула çÿрекенсем те пур паллах. Пĕлтĕр пирĕн ял тăрăхĕнче 11 ача çуралчĕ. Шел пулин те, вуникĕ уйăхра 17 çын пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

– Ялта пурăнакансем вырăнтах ĕç тупаççĕ-и? Е «вăрăм укçа» шыраса ют облаçсене тухса каяççĕ?

– Çывăхра ĕç  тупакансем те çук мар. Хăш-пĕрисем Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче тимлеççĕ, теприсем аш-какай комбинатĕнче вăй хураççĕ. Пирĕн тăрăхри çынсем районăн тĕп больницинче те ĕçлеççĕ, Санарпуç шкулĕнче ĕç тупнисем – учительсем. Тĕрлĕ облаçсене ĕçлеме çÿрекенсем пуррине те пытараймăн.

– Ял тăрăхне миçе ял кĕрет?

– Икĕ ял: Санарпуç тата Çĕньял Хапăс. Пĕтĕмпе 464 кил хуçалăхĕ. Пушă ларакан çуртсем пур, анчах вĕсемпе ачисем усă кураççĕ. Уйрăмах çу кунĕсенче. Килеççĕ, çÿреççĕ, кил-çурт таврашне тирпей-илем кĕртеççĕ, çавăн пекех тĕрлĕ пахчаçимĕç пухса илеççĕ.

– Хуларан яла яланлăхах пурăнма куçса килекенсем тупăнаççĕ-и?

– Çапла, тупăнаççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан чун ялаллах туртать пулас, çавăнпа хулари хваттере пĕр-пĕр ачине парса хăвараççĕ те, хăйсем тăван кĕтесе пурăнма килеççĕ. Ялта хулари пек шăв-шав çук, ирĕклĕхĕ те ытларах. Кил таврашĕнче ĕçĕ те тупăнать. Çитменнине сывлăшĕ те уçă. Пушаннă çурта сутасси пирки пĕлтерÿ парсан туянакансем хăвăртах тупăнаççĕ. Мĕншĕн тесен ялсем Вăрнар çывăхĕнче вырнаçнă. Вырăнĕ илемлĕ. Шкулĕ те, ача-пăча сачĕ те пур. Санарпуçĕнчи культура çуртĕнче вара пушă вăхăта усăллă ирттерме пулать. Çавăнпа та  ял пурнăçне тиркемелли çук.

– Ял çыннисем пĕр-пĕринпе туслă-и?

– Тÿрех калатăп, туслă пурăнаççĕ. Акă Санарпуçĕнчи Ижентер урамĕнчи çынсем уявсене чылай чух пĕрле пуçтарăнса ирттереççĕ. Килте кичемленсе лармаççĕ вĕсем, йышпа савăнма пĕлеççĕ. Çĕнĕ çула кĕриччен урама ялан чăрăш вырнаçтарса лартаççĕ. Ăна пĕрлехи вăйпа капăрлатаççĕ. Уяв çитсен вара ун тавра юрласа ташлаççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланни туслăха çирĕплетме пулăшать паллах. Санарпуçĕнчи культура çурчĕн ĕçĕ-хĕлне те ырăпа асăнасшăн. Çамрăк ертÿçĕ патне тĕрлĕ çулсенчисем туртăнаççĕ. Шăматкунсерен ташă каçĕсем иртеççĕ. Яшсемпе хĕрсем пĕрле пуçтарăнаççĕ, пĕр-пĕринпе хутшăнса мероприятисем йĕркелеççĕ.

– Экологи, Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕнче мĕнле ĕçсем туса ирттерме палăртатăр?

– Ĕçĕ çителĕклех. Кăçалхи çул социаллă проект хатĕрлерĕмĕр. Унăн ячĕ – «Эпир – таса ялшăн». Çавăнпа та комисси йĕркелерĕмĕр. Çуркуннерен пуçласа кĕруннеччен ялсенчи урамсенчи тасалăха тĕрĕслесе тăрасшăн. Ялпа ял, урампа урам хушшинче те конкурс ирттерме тĕллев тытрăмăр. Ăçта тирпейлĕ те таса – çавсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăрĕç. Мала тухнисене хамăр енчен хавхалантарăпăр. Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне халалласа вара тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесшĕн. Нумай ачаллисене пĕрле пухса калаçасшăн.

– Хитрелĕхе тĕпе хуракансем пур-и?

– Унашкаллисем ялсенче нумай. Акă пĕлтĕр районта чи илемлĕ хуçалăха палăртассипе конкурс иртрĕ. Унта Çĕньял Хапăсра пурăнакан Эльвира Скворцова пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çакă пурне те савăнтарчĕ, ыттисене тĕслĕх илме хистерĕ. Чăн та, çу кунĕсенче чылай кил умĕнче хитре чечексем ÿснине асăрхатăн. Йĕри-таврара тасалăх хуçаланать. Çак илеме курсан чуна та ăшăлăх пырса кĕрет вĕт, хăвна темле ырăлăх кÿрекен тĕнчене çакланнă пекех туйма пуçлатăн. Нимĕн те калаймăн,  кашнин тирпейлĕхе тĕпе хурса пурăнмалла, çÿп-çапа унта-кунта пăрахса вараламалла мар.

– Хальхи вăхăтра ялсенче пурăнакансем администрацине мĕнле ыйтупа ытларах пыраççĕ?

– Тĕрлĕ ыйтупа килеççĕ. Кашнине тивĕçлĕ хурав пама тăрăшатпăр. Пĕвесене тасатасси, урамсене вак чул сарасси тĕп вырăнта. Сĕнÿсене шута илетпĕр, хамăр ĕç планне кĕртетпĕр.

– Ял-йышпа пĕрле мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр?

– Çуркунне çитсен урамсенче çÿп-çапа пуçтарма халăх кар тăрса тухать. Пĕлтĕр  масара хăрнă йывăçсенчен тасатрăмăр. Ку ĕçрен ватти те, çамрăкки те пăрăнса юлмарĕ. Пĕр шухăшлă пулсан кирек епле ĕçе пурнăçласси те йывăрлăх кÿмĕ. /лĕмрен те ял халăхĕ пире ăнланасса шанатăп.

Юрий КОРНИЛОВ

калаçнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика