Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ярмушкасем пуçа усмаççĕ, малаллах талпăнаççĕ

11 марта 2017 г.

Ярмушка ял тăрăхĕн администрацийĕнче Алексей Петров пуçлăх ăшă кăмăлпа йышăнчĕ. Унпа калаçу пуçларăмăр. Вăл вырăнти лару-тăрупа тата ĕç-хĕлпе паллаштарма хирĕçлемерĕ.

Алексей Валентинович каланă тăрăх, Ярмушка ял тăрăхне 8 ял кĕрет. 2111 çынна регистрациленĕ: 1050 арçын тата 1061 хĕрарăм. Паянхи куна илсен, пĕр вăрçă ветеранĕ çеç пурăнать. Шел пулин те, вилекенсен хисепĕ çуралакансенчен пысăкрах. 2016 çулта çут тĕнчене 4 ача килнĕ пулсан, пурнăçран 33 çын уйрăлса кайнă.

Ял тăрăхĕнче «Юнтапа» хуçалăх ĕçлет.

– Шел пулин те, ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлекенсем çитмеççĕ. ,çе вăхăта ирттермелле тенĕ пек тухакансем те пур. Унашкаллисемпе кăтартăва лайăхлатма çук, çавăнпа та ĕçченлĕх малти вырăнта тăмалла, – терĕ А.Петров.

Вăйпитти арçынсем, ытти çĕрти пекех, Мускав тăрăхне е кÿршĕллĕ регионсене ĕçлеме кайса килеççĕ. Хĕрарăмсенчен ытларахăшĕ бюджет тытăмĕнче вăй хурать е килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă тытать. Пĕр сăмахпа каласан, ял çыннисем пурнăçа ăнăçтарса пырассишĕн тăрăшаççĕ. ,çе юратнăран тата малашлăха çутă ĕмĕтпе пăхнăран кил-çурта çĕнетеççĕ, пурăнмалли условисене лайăхлатаççĕ.

– Ял урамĕсемпе кил умĕсене тасалăхра тытасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех тавралăха тирпей-илем кĕртессипе субботниксем ирттеретпĕр. Кăçал та çак ĕçе малалла тăсăпăр. Чи пĕлтерĕшли – ăнланулăх пулмалла. Çÿп-çапа ăçта килнĕ унта пăрахмалла мар. Ыттисен ĕçне хаклама вĕренмелле. Енчен те хамăр пурăнакан вырăна илемлĕхре тата тасалăхра курас килсен, çакăншăн кашни çыннăн кăштах та пулин вăй хуни кирлĕ. Ман шутпа, ялсенче пурăнакансенче ăнланулăх пурри палăрать. Чылайăшĕн кил умĕсемпе çу кунĕсенче иртсе пыма та кăмăллă, – калаçăва тăсрĕ ял администрацийĕн пуçлăхĕ.

Çăлкуçсене тасатасси, çăвасене тирпейлĕх кĕртесси малашне те пĕрлехи ĕç пулса тăрĕ. Субботниксене бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем хутшăнни ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.

Хĕлле урамри çулсене юртан Гусев предприниматель тасатса тăнă. Пĕлтĕр Пуканкассинчи Воробьев урамĕнчи çула тăвассипе ĕçленĕ. Кушар Юнтапапа Ярмушкара çулсене юсанă, урамсенчи лампочкăсене улăштарнă.

Ял тăрăхĕн территорийĕнче 1 шкул, 2 почта уйрăмĕ, 2 библиотека, 1 фельдшер пункчĕпе пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, 11 лавкка. Нумай ачаллă 8 çемьене çĕр лаптăкĕ панă, черетре тепĕр 3 çемье.

– Манăн культура ĕçченĕсене ырăпа палăртас килет. Вĕсем тивĕçе чун-чĕре хушнă пек пурнăçлаççĕ, тĕрлĕ уявсене çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттереççĕ. Ярмушкари культура çурчĕ çумĕнче акă икĕ коллектив йĕркеленнĕ. Кушар Юнтапара та ушкăн пур. Культура ĕçченĕсем пĕлтĕр вăтăр ытла тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ. Вĕсен кăçал та тĕллевсем пысăк, – кăмăллăн калаçрĕ Алексей Валентинович.

Вăл физкультурăпа спорт пирки те чарăнса тăчĕ. Ял тăрăхĕн территорийĕнче футбол тата волейбол командисем пур. «Гвардеец» общество тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем ирттерет. Вĕсене шкулта вĕренекенсем кăна мар, аслăрах çулсенчисем те активлă хутшăнаççĕ. Ăмăртусем паллах сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшаççĕ. Ярмушка шкулĕнче пĕлÿ пухакансем те физкультурăпа туслă, районта, çавăн пекех республикăра иртекен ăмăртусене хутшăнса призерсен йышне лекеççĕ, дипломсене тивĕçеççĕ.

Ял тăрăхĕнче пушар машини те пур. Штатра виçĕ водитель. Пушарнăйсене ятарлă тумтирпе тивĕçтернĕ. Вĕсем кашни кун дежурствăра. 2016 çулта тăватă пушар тухнă. Инкекре çынсем вилмен. Пушар службин ĕçченĕсем пушар надзорĕн инспекторĕсемпе пĕрле килсенче тĕрĕслевпе пулаççĕ, çитменлĕхсене асăрхаттараççĕ.

Пурнăç мĕнле йĕрпе малалла каясси кашнинчен хăйĕнчен килет. Пĕлтĕр ял тăрăхĕнчи вăтăр хуçалăх кредит илнĕ. Унпа ял хуçалăх техники туяннă тата выльăх витисене юсаса çĕнетнĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхнă ял çыннисем, пуçа нихăçан та усмаççĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.        

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика