Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ушкăн пурăнма хавхалантарать

01 марта 2017 г.

Ярмушкари «Шурăмпуç» ушкăна «халăх» ятне панăранпа 15 çул çитрĕ. Çак пулăма вырăнти культура çуртĕнче анлă паллă турĕç.

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Лаврентьева пуçарăвĕпе 1988 çулта йĕркеленĕ ăна. Çавăнтанпа «Шурăмпуç» ушкăн сцена çинчен татăлма пĕлмен, халĕ те хăйĕн юрри-ташшипе халăха савăнтарать. Ку таранччен – Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Элĕк районĕсене çитнĕ, тăван республикăн тĕп хулинче те юрăсем янраттарнă, кÿршĕллĕ республикăсене те çитсе килнĕ. Кирек ăçта кайсан та коллектива куракан хапăл туса йышăннă. Мĕншĕн тесен ушкăнри юрăçсем илемлĕ сассисемпе, тарăн та пуян шухăшлă халăх юррисемпе залра ларакансене тыткăнлама пултарнă. Ăсталăха вара куллен-кун ÿстерсе пынă, çавăнпа пĕрлех тăван халăхăн юрри-кĕввине, йăли-йĕркине малалла аталантарассине малти вырăна кăларса тăратнă.

Халăх ятне тивĕçни юрă-ташă ăстисене пушшех те хавхалану хушнă, концерт программине çулсеренех çĕнетсе пынă. Вырăнти юрăсене упраса хăварассипе тĕллевлĕн ĕçлеме пуçланă. Çавăнпа та Ярмушка тăрăхĕнче пурăнакан ватă çынсенчен ĕлĕкхи юрăсене çырса илнĕ. Кайрантарахпа вĕсене хăйсен репертуарне кĕртнĕ.

Куракана çĕннипе тĕлĕнтермелле – çакă тĕп тĕллев вырăнне пулса тăнă та «Шурăмпуç» ушкăнра юрлакансемшĕн. Лайăх тумсăр та куракан умне тухаймастăн. Хăшпĕр йывăрлăхсене пăхмасăрах пурин валли те сцена костюмĕсем хатĕрлеме тивнĕ. Чăн та, куçа курăнман ĕç чылай. Сцена çине тухса куракана икĕ сехет майлă савăнтарас тесен мĕн вăхăт хатĕрленмелле пулнине ушкăн хастарĕсемпе ертÿçи çеç пĕлеççĕ.

Эрнере икĕ-виçĕ кун репетици. Паллах, каçхине, кил таврашĕнчи ĕçсене пуçтарса пĕтернĕ хыççăн кăна пуçтарăнма май пур, мĕншĕн тесен хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем – тĕрлĕ професси çыннисем. Кашнинех вĕсене юрра-ташша кăмăллани культура çуртне илсе çитерет. Акă Пуканкассинчи Раиса Малова утмăл çиччĕре пулин те килте ахаль пурăнаймасть, кичемлĕхе сирес тĕллевпе репетицие тăтăшах килсе çÿрет. Ярмушкари Эльвира Балыкова ачаран юрлама юратнă, çавăнпа паянхи кун та сценăран уйрăлмасть.

Коллектив туслă пулни, тĕрлĕ уявсене пĕрле йĕркелесе ирттерни кăмăлне çĕклет. Ыттисем те юрра-ташша кăмăллаççĕ. Концерта хатĕрленме пĕрне те вăйпа илсе килмеççĕ, пурте хăйсен чун туртăмĕпе репетицие хутшăнаççĕ. Халĕ ушкăнра 20 çын.

Ушкăна халăх ятне панăранпа 15 çул çитрĕ. Уяв кашнине тыткăнлама пултарчĕ. Программăна «Шурăмпуç» коллектив уçрĕ. Хыççăн вырăнти ветерансенчен йĕркеленнĕ «Утмăлтурат» ушкăн сцена çине тухрĕ. Элĕк районĕнчи Юлăш ялĕнчи пултарулăх ушкăнĕ, Кушар Юнтапари «Кушар ен» ансамбль хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç. Салам сăмахĕсем те пулчĕç. Район администрацийĕн культура пайĕн начальникĕ И.Алексеева пултаруллисене район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ, Вăрнарти культура çурчĕн директорĕ С.Журавлева, республикăри халăх пултарулăх çурчĕн ĕçченĕ С.Лаврентьева, Ярмушка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Петров тата ыттисем парнесем пачĕç, коллектива ÿсĕмсем сунчĕç, ÿлĕмрен те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пуласса шаннине пĕлтерчĕç. Пуканкассинчи Валентина Маркова вара ушкăна тата унăн ертÿçине халалласа çырнă сăвва вуларĕ.

Илемлĕ юрăсемпе кĕвĕ-çемĕ кураканăн чунне ырăлăх кĕртрĕç, хавхалану хушрĕç. «Шурăмпуç» халăх ушкăнĕн ертÿçи Н.Лаврентьева пурне те тав турĕ, çитĕнÿ сунчĕ. Пултаруллă коллектив малалла талпăннине, ăнтăлупа пурăннине палăртрĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика