Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмака хутрĕç, икерчĕ пĕçерчĕç

01 марта 2017 г.

Çăварни уявĕн районти тĕп мероприятине культура ĕçченĕсем кăçал театрализациленĕ курнăçупа пуянлатрĕç. Хĕлпе Çуркунне, юмахсенчи ытти сăнарсем пилĕк сехет енне халăха вăйă-кулăра савăнтарчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Вячеслав Горбунов авалтан пыракан уявăн пысăк пĕлтерĕшне, ăна савăк кăмăлпа ирттермеллине палăртрĕ. Çăварни – çу эрни. Эппин, хресченĕн кĕçех пысăк ĕçе кÿлĕнмелле. Вячеслав Анатольевич районти хуçалăхсем çурхи уй-хир ĕçĕсене тимлĕн хатĕрленнине пĕлтерчĕ: яваплă тапхăр валли минераллă удобренисем 90 процент енне кÿрсе тухнă, механизаторсем техникăна хатĕрлеççĕ, вăрлăх çителĕклĕ тата ытти те. Вячеслав Горбунов пурне те ĕçре те, канура та пĕрле, туслă пулма ăнăçу сунчĕ.

Районти культура учрежденийĕсен коллективĕсем хальхинче те маттур пулчĕç – халăха юрă-кĕвĕпе вăрах савăнтарчĕç. Номерсем хушшинче камитçăсем пухăннисене вăйă-конкурссене йыхравларĕç. Ачасем çеç мар, аслисем те «икерчĕсем» печĕç, кĕске йĕм ăшне ушкăнпа кĕрсе тăрса дистанци чупрĕç, вутă татса çурчĕç, кăмака хутрĕç, икерчĕ пĕçерчĕç.

Спортпа туслисем çак вăхăтра тĕрлĕ ăмăртусенче – хаваслă эстафетăра, кире пуканĕ йăтассипе, армрестлингра, канат туртассипе – тупăшрĕç.

Кăмăл тăвакансем илемлетнĕ Çăварни лашисемпе катаччи чупса савăнчĕç. Уйрăмах ачасене Йошкар-Оларан ятарласа илсе килнĕ пĕчĕк лашасем – понисем çине утланса ярăнма кăсăклă пулчĕ. Карета çинче ларса пыракансем вара хăйсене чăннипех те патшасем пекех туйрĕç, ахăртнех.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Çăварни «карчăкне» çунтарса чир-чĕре, хуйхă-тунсăха, йывăрлăхсене хăваларĕç. «Килех, çуркунне!» – терĕç пурте ташă картине тăнă май.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика