Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кукамай тивлечĕпе

18 февраля 2017 г.

«Тăван Атăл» журналăн иртнĕ çулхи 10-мĕш номерĕнчи Ева Лисина пурнăçра пулса иртнине тĕпе хурса çырнă «Садри шăллăм, е Эпĕ Фатимана йĕртесшĕн мар» калава вулама тÿр килчĕ. Вăл Садри ятлă Шăнкăртам тутарĕ хăйне чутах хĕнесе вĕлермен чăвашсене ырăпа тавăрни çинчен каласа парать. Çак калава вуланă май Шăнкăртам тутарĕсен ыркăмăллăхĕпе çыхăннă хамăн пурнăçра пулса иртнĕ пĕр истори аса килчĕ. Вăл калаври пек çынна усал тунипе çыхăнман, вуçех урăхла...

...Ку 1966 çулхи хĕлле пулса иртрĕ. Мана, Вăрнарти зооветеринари техникумне пĕтернĕскерне, Патăрьелĕнчи выльăхсен ăратлăхĕ енĕпе ĕçлекен станцине ĕçлеме янăччĕ. Пĕррехинче ал сехечĕ ĕçлеме пăрахрĕ. Çавна май  салари сехет юсакан мастерскойне кайрăм.

– Манăн кун йышши деталь çук, – терĕ маçтăр сехете пăхнă май. Унпа юнашар арçын ларатчĕ. Вăл сехете илчĕ.

– Кунашкал деталь манăн килте пур, ÿркенместĕн пулсан, каçхине Шăнкăртама пыр. Мана Педертин тесе чĕнеççĕ, – терĕ. Адресне пачĕ.

Педертин тутар амăшĕпе кăна пурăнать иккен. Авланман, çапах килĕнче питĕ тирпейлĕ. Чăвашла ăста калаçать. Манăн сехете юсанă май калаçса кайрăмăр. Эпĕ Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнчен килнине пĕлтертĕм.

– Эпĕ сирĕн яла пĕлетĕп, унта Даут карчăк патĕнче эпĕ ача чухне манăн атте тата тетепе инке хваттерте пурăннă, – терĕ Педертин.

– Вăл ман кукамай пулать, ялта ăна чăвашла Тавит карчăкĕ тенĕ, – тĕлĕннипе-савăннипе хăпартлантăм эпĕ.

Эпĕ апай (пирĕн ялта аннене çапла чĕнеççĕ) каласа панă тăрăх, вăл ача чухне вĕсем патĕнче вăрман ĕçлекен Шăнкăртам тутарĕсем пурăнни, кукамая Даут карчăк, апая вара Тэтиян тесе чĕнни çинчен илтнине пĕлтертĕм. Сăмах май каласан, кукамай патĕнче тутарсем пурăннипе апай тутарла та, вĕсен юррисене те пĕлетчĕ. Çавăнпах пуль Пĕнер тутарĕ Сейдулла сăмавар чейĕ ĕçме яланах пирĕн пата чарăнатчĕ. Эпир, ачасем, ăна Çетук мучи теттĕмĕр, вăл 50–60-мĕш çулсенче ялсем тăрăх лашапа çÿресе хатĕрлев кантурĕ валли çĕтĕк-çатăк, çăмарта пуçтаратчĕ. Çавсемшĕн ачасене шарсем, шăхличсем, теттесем, хĕрарăмсене – тутăр, мулине, арçынсене – махорка, лезви тата ытти ăпăр-тапăр сутатчĕ.

Эпĕ Даут карчăкăн мăнукĕ пулнине пĕлсен, Педертин амăшне тутарла темĕн каларĕ те лешĕ сĕтел хатĕрлеме пуçларĕ. Мĕн кăна лартса тултармарĕç пуль: канфетпа печенирен пуçласа темиçе тĕрлĕ варени, пăсланакан сăмаварпа техĕмлĕ чей. Чейне тата ĕçсе янă май ярсах тăраççĕ. Кайран ăнлантарчĕç: ĕçсе тăраннине пĕлтерсе чей куркине ÿпĕнтермелле пулнă иккен, эпĕ çак йăлана пĕлмен.

Ĕç çакăнпа кăна вĕçленмерĕ. Тепрер эрнерен ĕçри юлташпа – вăл та тутарччĕ – Шăмăршăна кайма пуçтарăнтăмăр. Çула тухсан хайхискер: «Манăн Шăнкăртам фермине кĕрсе тухмалла-ха», – тет. Вырăна çитсен ку чарăну маншăн пулни паллă пулчĕ, ферма заведующийĕ Педертин тăванĕ иккен. Кунта вара чейпе кăна мар хăналарĕç. Патăрьелĕнче Пăртасри Даут карчăкăн мăнукĕ ĕçлет текен хыпар кукамай патĕнче  пурăннă Шăнкăртам тутарĕсен тăванĕсем хушшинче хăвăрт сарăлнă иккен.

Çапла вара кукамай тивлечĕпе тахçан-тахçан ун патĕнче хваттерте пурăннă Шăнкăртам тутарĕсен тăванĕсемшĕн хисеплĕ çын пулса тăтăм. Хăйсене мар, кукамай вĕсен тăванĕсене ырă тунине астуса, хам вĕсене нимĕнпе те ырă туман пулсан та, 36 çултан мана тав турĕç.

Геннадий ИВАНОВ.

Пăртас.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика