Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿсен çулталăкĕ

08 февраля 2017 г.

Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн коллективĕсен пултарулăхне тĕслĕх вырăнне хурсан йăнăш пулмĕ. Вĕсен номерĕсене районти чи сумлă мероприятисем вăхăтĕнче куратпăр. Ăсталăхĕпе вĕсем Мускав таран  тĕлĕнтерчĕç.  Пĕлтĕрхи çул та çитĕнÿсен çулталăкĕ  пулчĕ. Вĕсем пирки хушма вĕрентÿ организацийĕн директорĕ Татьяна Васильевна ИЛЬИНА хаваспах калаçма килĕшрĕ.

– Татьяна Васильевна, иртнĕ çул сирĕн ачасене час-часах тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçисен ретĕнче курма тÿр килчĕ. Шутланă-и, çĕкленÿ хумне миçе хутчен туйрĕ коллектив??

– Ÿнер шкулне çÿрекенсен кашни номерне чĕре витĕр кăларатпăр та – кашни çитĕнĕве паллă пулăм вырăнне хурса асра тытатпăр. Пĕлтĕр вĕренекенсем тĕрлĕ шайри 26 конкурс-фестивале хутшăнчĕç. Вĕсенче 37 призлă вырăн çĕнсе илчĕç. Чи сумли – çамрăк юрăçсен Пĕтĕм Раççейри «Шуçăм» конкурсра 1-мĕш вырăн йышăнни. Çĕнтерÿçи – Елена Сухарева ертсе  пыракан «Синяя птица» хор (аслă ушкăн). Ку ачасемех республикăри «Чăваш ен ахахĕсем» фестиваль-конкурсра «Радуга детства» интерактивлă конкурсра чи маттуррисем пулчĕç.

Уйрăм номерсемпе палăрнисем те пур. Зоя Табакован вĕренекенĕ Василиса Музякова акă ял çамрăкĕсен республикăри «Вдохновение» уçă фестиваль-конкурсĕнче, Зоя Попован вĕренекенĕ Валерия Григорьева «Жемчужинки Чувашии» конкурсра I степеньлĕ дипломсене тивĕçрĕç.

Çавăн пекех тĕрлĕ шайри пултарулăх тупăшăвĕсенче вĕренекенсем II степеньлĕ 13, III степеньлĕ 13 дипломсене çĕнсе илнĕ.

– Юлашки çулсенче ÿнер шкулĕн уйрăмĕсем ял шкулĕсенче те ĕçлеме тытăнчĕç. Вĕсен тухăçлăхне мĕнре палăртнă пулăттăр?

– Ÿнер шкулĕн уйрăмĕсем паян çичĕ вĕренÿ организацийĕнче ĕçлеççĕ. Вăрнарти 2-мĕш шкулта, тĕпрен илсен, поселокри ачасем çÿреççĕ. Пĕлтĕрпе виçĕмçул хамăр сĕннипе, çавăн пекех хăш-пĕр шкулсем хăйсем пуçарнипе ялсенче те пирĕн ушкăнсем  ĕçлеме тытăнчĕç: Калининăра, Хапăсра, Кÿстÿмĕрте, Пăртасра, Çĕрпелте, Кульцавра. Çакă ачасем хушшинче искусствăн тĕрлĕ енĕпе туслисен йышне ÿстерме пулăшрĕ çеç мар, шкулсен çыхăнăвне те çирĕплетрĕ. Пирĕн педагогсем тухса ирттерекен занятисене  вĕренекенсем хаваспах хутшăнаççĕ. Паллах, хальлĕхе вĕсем конкурссенче палăрайман-ха, анчах та ял шкулĕсенче те талантсем пур, вăхăт иртнĕçемĕн вĕсене те çĕнтерÿçĕсен йышĕнче курăпăр-ха.

– Сирĕн шкулта ÿнерĕн тĕрлĕ тĕсĕпе туслашма пулать. Çапах та паян ачасем  хăшĕнпе ытларах кăсăкланаççĕ?

– Чăн та, пирĕн вĕрентÿ программи пуян: фортепиано, хор, хореографи, живопись, халăх инструменчĕсем, баян, аккордеон, пĕтĕмĕшле эстетика пĕлĕвĕ.  Кашни тĕсĕнех – хăйĕн вĕренÿ тапхăрĕ.

Тишкернĕ тăрăх, кĕçĕннисем ытларах художество тата хореографи уйрăмĕсене кăмăллаççĕ. Пĕлтĕр, ав, пĕрремĕшне 54, иккĕмĕшне 24 ачана вĕренме илтĕмĕр.

Кунта çакна та каласа хăвармалла пулĕ: вĕренÿ программисĕр пуçне эпир класс тулашĕнчи мероприятисем те чылай йĕркеленĕ – пĕтĕмпе 70. Вăл шутра – куравсем, шкулсенчи конкурссем, тĕрлĕ концертсем тата ытти те.

– Ачасен çитĕнĕвĕ тĕрĕссипе – педагогсен пысăк ăсталăхлă ĕçĕ. Сире кадрсемпе чăннипех ăнăçлă темелле...

– Чăн та, ÿнер шкулĕнче тимлекен преподавательсемпе мухтанас, савăнас килет. Вĕсем хăйсен ĕçне пĕтĕм чунне хывни сисĕнет. Çулсеренех методзанятисене, мастер-классене хутшăнни, квалификацие ÿстерес тĕлĕшпе курссенче вĕренни те хăйĕн «çимĕçне» парать.

Паянхи йыш çирĕп, вăйлă. Анчах та шухăшлаттаракан ыйту пур. 16 преподавательтен пенси ÿсĕмĕнчисем улттăн. Вĕсем коллективран тăрук пăрахса ан кайччăр кăна...

Пĕтĕмĕшле коллектив паян 338 вĕренекене искусство тĕсĕсемпе туслаштарать, илеме туйма хăнăхтарать.

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика