Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кузнецовсене сумлăн астуса

21 января 2017 г.

Туçи Çармăс тăрăхĕнчи юрăçсен пултаруллă хорĕ Шупашкарта республика эстрадине тухса тĕлĕнтернĕренпе 50 çул çитнине астуса та чысласа ялти шкулта пысăк уяв иртрĕ. Петр Никифорович Кузнецов композитор ертсе пынă çулсенче ку коллектив ячĕ-мухтавĕ çав таврари чылай ялсенче кĕрлесе тăнă.

И пĕлĕт те иртет, пĕлĕт иртет,

Пĕлĕтрен те çÿлте ман савни вĕçет...

Ку – Иван Ивник сăввипе кĕвĕлени. Кипексен таврашĕнче ăна пĕлмен-юрламан çын çук та пуль. Юрра хывма П.Кузнецов ытларах Иван Ивникпе Петр Ялгир сăввисене суйласа илнĕ.

«Шăп та шай 50 çул каялла Чăваш телеканалĕпе кăтартма 24 çын капăрланса тăрсан «Сарлака пирĕн ялăн уй хирĕ», «Каш-кашлать Вăрнар вăрманĕ», «Сĕтелĕсем çинче сĕтел çитти» юрăсене шăрантарнине лайăх астăватăп», – тет Михаил Ефремов.

– Утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнче Петр Никифорович кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен хаçатра эпĕ чылай пысăк тĕрленчĕк çырса кăлартăм, – терĕ тĕлпулура Михаил Васильев. – Вăл вăтăр ытла юрă маçтăрланă, вĕсене малтан хăйĕн хорĕнче ăсласа-тĕрĕслесе çул панă. Вăлах Вăрнарти (районти) юрăпа ташă халăх ансамбльне йĕркелесе-пуçарса яраканĕ пулчĕ. Хăйĕн таланчĕпе композитора тухнă учителе Чăваш АССР композиторĕсен Союзĕн тата ЧАССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи искусствăсен Управленийĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.

Виçĕмçул кунти ялсем П.Кузнецовăн вăр-çавра юбилейне паллă тунă. Вăл 1915 çулта Тимĕрçкассинче çуралнă. Кĕçĕн Кипекре вĕреннĕ. 1939 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. 1941 çулта стрелоксен ротинче Новгород – Волынь çывăхĕнче нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса йывăр аманнă, тăхăр уйăх ытла госпитальте выртса сывалнă. 2-мĕш ушкăнри инвалид киле таврăнсан ялти шкулта бухгалтерта ĕçленĕ. Шупашкарта музыка училищинче вĕреннĕ, дирижерсен курсне пĕтернĕ. Шкулти музейре унăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан материалсем çителĕклĕ пухнă.

Кузнецовсем – пултаруллă сатурсем. Валентин Петрович ашшĕ çулĕпе кайнă. Чăваш Республикинчи музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ. Вăл И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх пединститутне вĕренсе пĕтернĕ. Вăрнарта районти культура çуртĕнче халăх хорĕн хормейстерĕ пулнă. Республикăри, Пĕтĕм Раççейри нумай фестивальсемпе смотр-конкурссен лауреачĕ. Йĕпреçре ĕçлесе пурăннă вăхăтра ашшĕ пекех юрăсем нумай ăсталарĕ, района «Йĕпреç – тăван кĕтес» гимн парнелерĕ. Шел, кун-çулĕ кĕске пулчĕ.

Юрий Петрович – ашшĕне сума суса ял-йышпа, халăхпа пĕрле уявсем хатĕрленĕ активлă çынсенчен пĕри. Хальхинче унпа çумăн ятлă-сумлă ĕçчен Михаил Ефремов, учительсен коллективĕн хастарĕсем – Ольга Васильевна Марковăпа Татьяна Геннадьевна Волкова тăрăшнă, праçнике ачасене, ялти хальхи хора пĕлсе явăçтарнă.

Юрий Кузнецов – Вăрнарсен Шупашкарти «Туслăх»  ентешлĕхне йĕркелекенĕсенчен пĕри, çак общество канашĕн ырми-канми ĕçченĕ. Вăл та Кĕçĕн Кипек вăтам шкулĕнче вĕреннĕ. Шупашкарта ял хуçалăх институтне, Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Совет Çарĕн отличникĕ. ВЛКСМ Вăрнар райкомĕнче, Вăрнар райĕçтăвкомĕнче хастар ĕçленĕ. Республикăри ,ç министерствинче пай пуçлăхĕнче пултаруллă пулнăшăн ăна «Хисеп Палли» орденпа наградăларĕç.

– Ял-йыш хăйĕн паллă çыннисене çапла астуса сума суни питĕ пархатарлă, – терĕ уяв хăни, Кузнецовсене лайăх пĕлнĕ-пĕлекен Василий Васильевич Паньков.

Кино ÿкерме юратакан Петр Константинович Михайлов, ку ен ентешĕ, уяв епле иртсе пынине пĕтĕмпе ÿкерсе çырса илчĕ. Михаил Васильевпа Вениамин Сорокин пухăннисене автор алă пуснă кĕнекесем парнелерĕç.

В.МИХАЙЛОВ.     

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика