Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçлани курăмлă, палăртни тĕллевлĕ

28 января 2017 г.

Виçĕмкун район администрацийĕн пухусем ирттермелли залĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 2016 çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе канашлу пулчĕ. Ун ĕçне Чăваш ен ял хуçалăх министерствин пай пуçлăхĕ Светлана Мясникова, «Чувашское» АХОн биотактологи лаборатори пуçлăхĕ Леонид Решетников, Чăваш республика лабораторийĕн директорĕн заместителĕ – уйрăм ертÿçи Андрей Нестеров хутшăнчĕç. Канашлăва район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов ертсе пычĕ.

Отрасльти кăтартусемпе паллаштарнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов ырă енсене палăртнипе пĕрлех çитменлĕхсене çивĕч çĕклерĕ. Пĕтĕмĕшле, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен – районĕпе вĕсем 224-ăн – мухтанмалли пур. Мĕнпур категорири хуçалăхсем 5639 тонна аш-какай туса илнĕ. Ÿсĕм – 5,5 процент. Ку енĕпе уйрăмах «Луч», К.Маркс ячĕллĕ, «Мураты», «Знамя» хуçалăхсем аван ĕçленĕ. Чи курăмлă кăтарту, паллах, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче. Туса илнĕ тата сутнă продукцин 83 проценчĕ ку предприятин пайĕ.

«Янгорчино», «Хорнзор», «Кольцовка», «Броневик», «Победа», «Юнтапа» хуçалăхсенче ку ĕç-хĕлпе кăтартусем чакнă.

Сулмаклăн ĕçлекен ял хуçалăх организацийĕсене пула район темиçе çул ĕнтĕ республикăра виççĕмĕш вырăна çирĕп тытса пырать.

Сĕт туса илесси 1,6 процент ÿснĕ. Тĕпрен илсен – ял хуçалăх организацийĕсен шучĕпе. Уйрăм хуçалăхсенче ку кăтарту виçĕмçулхинчен чакнă. Ку енĕпе те район пĕтĕмĕшле кăтартусемпе республикăра виççĕмĕш вырăнта пырать.

Ĕнесен продуктивлăхĕ республиăкри вăтам кăтартуран 77 килограмм пысăкрах – 5212 кг. Январĕн 20-мĕшĕ тĕлне талăкра кашни ĕнерен сĕт суса илесси 13,7 килогрампа танлашнă. Кунсеренхи сĕтĕн пĕтĕмĕшле пухăмĕ 37995 килограма çитнĕ. Мăйракаллă шултра выльăхăн ÿтхушаслăхне ÿстерессине сыхласа хăварнă. Ку тĕлĕшпе Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче (832 гр.), «Янгорчино» хуçалăхра (794), «Победăра» (732) кăтартуллăрах ĕçлеççĕ.

Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх йышĕ районĕпе 6605 пуçпа танлашать. Выльăх пуçне Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче чи нумай ÿстернĕ – 184 пуç.

Çав вăхăтрах района, республикăна каялла туртакан тĕслĕх те пур. «Юнтапа» хуçалăхра акă отраслĕн кашни ĕç-хĕлĕнчи кăтартусем чакнă. Çавăнпа та ун ертÿçине аталану пирки тимлĕн шухăшламаллине çирĕп асăрхаттарчĕç.

Вячеслав Анатольевич отрасль аталанăвне тĕплĕн çутатрĕ. Уйрăмах вăл иртнĕ çул выльăх-чĕрлĕх отрасльне хывнă инвестицисем малашлăхшăн тăрăшнине каларĕ. Пĕтĕмĕшле хывăм 183,8 млн тенкĕ. Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче 1000 пуç вырнаçмалăх вите хута кайнă, 10 пин тоннăлăх сенаж траншейине туса пĕтернĕ, «Луч» хуçалăхра 1000 пуç сысна тытмалăх çурт çĕкленĕ, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсене самăртмалли çурта реконструкциленĕ, «Кольцовкăра» МТФ çуртне çĕнетнĕ, «Победăра» 500 тонна вырнаçмалăх сенаж траншейи тунă.

Кăçала палăртнă ĕçсем те пĕчĕк мар. А.Козлов, А.Фадеев фермер хуçалăхĕсенче, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, «Победа» тата «Луч» хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх валли çĕнĕ витесем тума е пуррисене реконструкцилеме палăртнă.

Канашлăва хутшăннă хăнасем те сăмах илчĕç. Тĕпрен илсен, вĕсем ку отраслĕн республикăри кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç. Ял хуçалăх министерствин пай пуçлăхĕ Светлана Мясникова район хуçалăхĕсен ертÿçисене выльăх чирĕсенчен хÿтĕленмелли мерăсене çирĕп пăхăнма, ăратлăха ÿстерес тесен ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерес опыта çине тăрса ĕçе кĕртме ыйтрĕ. Çитменнине, кунашкал пунктсем пирĕн районта темиçе çĕрте те ĕçлеççĕ.

Министерство представителĕ хускатнă ыйтусемпе районта еплерех ĕçлесе пынипе выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев паллаштарчĕ.

Канашлу савăнăçлă самантпа та тулчĕ. Докладсем пуçланиччен Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн директорĕ Ольга Львова хăйсемпе тачă çыхăнса ĕçлекен хуçалăхсемпе уйрăм предпринимательсене Тав çырăвĕсемпе, районăн тĕп ветеринарĕ Владимир Матвеев Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари ферма ветфельдшерне  Ираида Егорована Хисеп грамотипе чысларĕç.

Светлаан ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика