Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă шкул юбилейĕнче

30 ноября 2016 г.

Юратнă шкул юбилейĕнче

Санарпуç шкулĕ 125 çулхи юбилейне уявларĕ. Унта чĕннĕ хăнасем, тĕрлĕ çулта шкул пĕтернисем, ветеран-педагогсем, ял çыннисем пуçтарăнчĕç. Хăнасене çăкăр-тăварпа ырă сунса кĕтсе илчĕç.

Спорт залне илемлетнĕ, тĕрлĕ çулсенче шкул пĕтернисен, шкул тата вĕрентекенсен пурнăçне сăнлакан стендсем йĕркеленĕ. Уява «Çулталăк учителĕ» конкурс лауреачĕ Денис Трофимов тата Чăваш наци телевиденийĕн дикторĕ, Санарпуç шкулне пĕтернĕ Елена Иванова (Дмитриева) ертсе пычĕç. Экран çинче шкул историйĕ, тĕрлĕ тапхăрта тăрăшнă ĕçченсен тата сумлă ят çĕнсе  илнĕ, тĕрлĕ сферăра палăрнă выпускниксен сăнĕсене курма пулчĕ.

Шкул директорĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ Николай Иванов пурне те саламларĕ. Вăл çакна палăртса хăварчĕ: шкул 125 çулта çĕр-çĕр ачана вĕрентсе кăларнă, пурнăçри вырăнне тупма пулăшнă. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ вĕсем, чыс-хисепе тивĕç  пулнă, сумлă ят çĕнсе илнĕ, паллă çынсем пулса тăнă. Шкулăн паянхи пурнăçĕ, аталанăвĕ тата вĕрентекенĕсемпе вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

Хисеплĕ хăнасем хушшинче Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова тата ыттисем пулчĕç. Леонид Николаев педагогика коллективĕн ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕçри çитĕнĕвĕсене палăртрĕ: чылай предметпа результатсем республика шайĕнчен пысăкрах. Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп хучĕсене кĕçĕн классене вĕрентекен Исония Краснована тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Павлована пачĕ. Маргарита Тихонова вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп хучĕсемпе Надежда Васильева соцпедагога, Людмила Иванова библиотекаре тата Владимир Траков водителе чысларĕ.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Тамара Терентьева 22 çул ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Пĕтĕм учитель-ветерансен ячĕпе ăшшăн саламларĕ, хăй пухса хатĕрленĕ материалсене шкула парнелерĕ. Çак материалсем истори, культура урокĕсенче усă курма аван пулнине пĕлтерчĕ. Ветерансене Хисеп хучĕсем пачĕç. Вĕсем: Тамара Терентьева, Анна Волкова, Раиса Гордеева, Валентина Петрова, Николай Смирнов, Николай Иванов, Георгий Никишов, Олимпиада Степанова, Людмила Наумова, Зинаида Васильева, Леонила Харитонова, Надежда Иванова, Татьяна Родионова.

Уява аякри хăнасем те çитнĕ. Чулхула ялхуçалăх академийĕн профессорĕ, биологи наукисен докторĕ, вун-вун наука ĕçĕсен авторĕ  Валериан Великанов кĕнекесем парнелерĕ. Валериан Иванович Санарпуç шкулĕн кĕтнĕ хăни. Шкул библиотекинче вăл парнеленĕ кĕнекесенчен, энциклопедисемпе словарьсенчен ятарлă кĕтес уçнă.

Пысăк хăнасем тата чылаййăн пулчĕç: Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн профессорĕ, ветеринари наукисен докторĕ Николай Косяев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художник-иллюстраторĕ Иван Алексеев, Мускав хула администрацийĕн управленийĕн Федераци агентствин тĕп аппарачĕн патшалăх резервĕн пуçлăхĕн пулăшуçи Андрей Петров, «Санары» агрофирма директорĕ Роберт Игнатьев, Санарпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Оксана Александрова парнесем кÿчĕç. Владимир Краснов, Елена Степанова шкул çулĕсене хумханса аса илчĕç. Дмитрий Иванов хăй çырнă юрра юрласа савăк кăмăл парнелерĕ.

Унччен Санарпуç шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ Светлана Максимова, районти директорсенчен уяв саламне Василий Малов саламсем çитерчĕç. Геннадий Капралов хăй ятĕнчен илемлĕ картина парнелесе шкула ăнăçу сунчĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ятĕнчен Ирина Максимова каланă сăмахсем кăмăла çĕклерĕç. Пĕрремĕш класра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ принтер парнелерĕ.

Салам сăмахĕсем ташă-юрăпа черетленсе пычĕç. Иккĕмĕш– пиллĕкмĕш классем илемлĕ ташăсем ташларĕç. Вика Кузьмина ташшăпа савăнтарчĕ. 5, 7, 10-мĕш  классенче вĕренекенсем «Шкул тĕнчи», «Тăван шкул», «Сывлăх сунатăп, ачалăхăм», «Юрататпăр сире, учительсем» юрăсене шăрантарчĕç. Вĕренекенсен хорĕ «Шкул гимнĕ», «Çын пул», «Эпир сире телей сунатпăр» юрăсене чăвашла та, вырăсла та янратрĕ.

Уява йĕркелесе ирттерме шкул коллективне спонсорсем пулăшрĕç. Вĕсене ятранах асăнса хăварас килет: Владимир Яковлев – ООО «Звездопад» филиалĕн директорĕ, Роберт Петров – «Санары» агрофирма, Сергей Никифоров – «Шанс» ТМЯО, Денис Степанов – «Ваш помощник» фирма директорĕ, Евгений Никитин – «Ваш помощник» фирма управляющийĕ, Наталья Иванова – Йĕпреçри сĕт завочĕ, Александр  тата Татьяна Михайловсем – «Рубикон» ТМЯО, Евгений Архипов – «Рабица» лавкка, Татьяна Петрова –  «Анкона» лавкка директорĕ, Станислав Георгиев, Таисия Федорова, Елена Иванова предпринимательсем, Алексей Игнатьев фермер. Вĕсене пурне те Санарпуç шкул коллективĕ пысăк тав сăмахĕ калать. Малашне те тачă çыхăнура ĕçлессе шанать.

Ирина СЕМЕНОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика