Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Праски Витти ячĕллĕ шкулта – чаплă уяв

26 ноября 2016 г.

Нумаях пулмасть районти Малти Ишек вăтам шкулне Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тата Чăваш Рес-публикин халăх художникĕн Праски Виттин ятне панă. Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма тĕпе хурса чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче шкулта савăнăçлă мероприяти иртрĕ.

Шкула хăнасем нумаййăн пухăнчĕç. Вĕсен йышĕнче, паллах, Праски Витти художник хăй, çавăн пекех Чăваш Республикин вĕрентÿ тата культура ĕçĕсен министрĕсем Юрий Исаевпа Константин Яковлев, Чăваш гуманитари наукисен институчĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ, палăртма кăмăллă, пирĕн ентеш – Леонид Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, районти вĕрентÿ учрежденийĕсен директорĕсем пулчĕç.

Савăнăçлă тĕлпулу Малти Ишек шкулĕнче картина галерейине уçнипе пуçланчĕ. Каласа хăвармалла, паллă художник тăван шкула хăйĕн чаплă картинисене парнеленĕ.

Паллă художник пухăннисем умĕнче хăйĕн пултарулăхĕн аталанăвне сăнласа пачĕ, ачалăхри чи паллă самантсене, шкула çÿренĕ вăхăта, хăйĕн пултарулăхне аталантарма пулăшнă çынсене, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсене аса илчĕ. Художник пуласси унăн пĕчĕклех палăрнă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ ăна: «Сана малашне пысăк пуласлăх кĕтет, санран паллă художник пулатех», – тесе ачана хавхалантарнă. Вăл калани чăнлăха çаврăннă. Паян Праски Витти çинчен пирĕн республикăра кашниех илтнĕ, ун çинчен мĕн те пулин пĕлетех.

Çак шухăшсене культурăпа национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ Константин Яковлев та, вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев та палăртрĕç. Паллă ентеше район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та чĕререн саламларĕ, унăн пултарулăхне пысăк шая хурса хакланине пĕлтерчĕ, Праски Витти ячĕ тĕнче шайне çĕкленме пултарнишĕн чĕререн савăннине палăртрĕ.

Пирĕн ентеш, Чăваш гуманитари наукисен институчĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонид Петров Малти Ишек шкул библиотекине кĕнекесем парнелесе пуянлатрĕ.

Вырăнти шкул директорĕ Светлана Павлова шкула Праски Витти ятне пани пысăк чыс пулнине палăртрĕ, ăна çÿллĕ шайра халĕ тата малашне те тытса пыма шантарчĕ.

Малти Ишекри, Калининăри тата ача-пăча пултарулăх шкулĕн вĕренекенĕсем паллă ентеше сума суса, хисеп туса илемлĕ пултарулăх номерĕсем парнелерĕç.

     Елена Анисимова.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика