Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвансем патĕнче, Авруй тăрăхĕнче

26 ноября 2016 г.

Хам шкул сакки çинче ларнă чухне анне, кукамай, кукки аслă ăру çыннисем пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа паратчĕç. Вĕсен чунĕнче аксакалсем ырă туйăмсем хăварнă иккен. Питех те шел, çак калаçăва хут çине куçарман çав. Куншăн кулянатăп халĕ. Çав ÿкерчĕксенче çынсен, ман тăвансен кун-çулĕ сăнланнă-çке. Çакна çеç каласа хăварам: Мăн Çавал тăрăхĕнчи Йăкăнат таврашĕ ĕлĕкех ĕçчен те тăрăшуллă, хăйсен ят-сумне яман йăх пулнипе палăрнă. 

Çирĕп те тарăн  тымарлă йăхран тухнă вĕсем. Пурте вăрçă вутĕнче пиçĕхнĕ: пĕрремĕш тĕнче вăрçинче «иккĕмĕш Микулай патшашăн çапăçнă», каярахпа совет влаçне хÿтĕленĕ, нимĕç эшкерĕсене аркатнă. Антунăн ывăлĕ Марк 1914 çулта Грознăйра кавалери чаçĕнче службăра тăни паллă. Борис Игнатьевич, манăн кукаçи, пĕрремĕш тĕнче вăрçи хыççăн Хĕрлĕ Çара ялта чи малтан çырăннă,, Хусана Колчакран хÿтĕленĕ. Павел Игнатьевич пĕрремĕш тĕнче вăрçи хыççăн Инçет Хĕвелтухăçĕнче службăра тăнă, Раççейпе Япони хушшинче пынă 1905 çулхи вăрçа хутшăннă. Киле тĕрĕс-тĕкел таврăннăскер çуркунне Çавала пулă тытма кайсан шăнса чирленĕ хыççăн ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Борис Игнатьевичăн ывăлĕ,  Пантелеймон, офицер-танкист, тăватă çул хушши иртнĕ вăрçă вутĕнчен тухмасть, 1945 çулта июньте Мускавра Çĕнтерÿ парадне хутшăнать Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕ. Кайран Белорусси тăрăхĕнче шкул директорĕнче ĕçлесе ĕмĕрлет.

,лĕкех вĕлле хурчĕсемпе аппаланнă вĕсем, пысăк утар, кĕрпе арманĕсем, хуралтăсем, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, янавар тытнă. Урăхла каласан, вăтам хресчен шутланнă.

Пирĕн тăрăхра та пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеленнĕ тапхăр историн ылтăн саспаллийĕсемпе çырăнса юлнă. Питех те шавлă, хирĕçÿллĕ вăхăт пулнă вăл, чылай чухне юнлă тытăçусемпе вĕçленнĕ.

Упи тăрăхĕнче те  килти пысăк пуянлăха парса колхоза кĕме вăхăт çывхарнă. Çакна Йăкăнатăн Антун ывăлĕ сиснĕ-туйнах пулас çав. Вăл пуç тавра çавăрса виçĕ хутчен шутласа илет те Вăрнар районĕнчи Авруй ялне, сĕм вăрман çывăхне куçса кайма çирĕп тĕв тăвать. Пĕрре вăрманĕ çывăх,  тепре утти-вутти, çырли-кăмпи алă айĕнче, тенĕ пулас.

Борис Игнатьевич, ман кукаçи, тăванне, Антуна,  ырă сунса вăрăм çула ăсатать. Чылай хуралтăна пăсса лашапа Авруйне турттарма тивнĕ тăванĕн.

Борис Игнатьевич Упи тăрăхĕнче тĕпленсе пĕрлешÿллĕ «Коминтерн»  хуçалăхра тулли ăраскалне тупать. Чылай тапхăр кок-сагыз бригадирĕнче ĕçлет. Ăна чыслă ĕçшĕн 1935 çулта Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотипе чыслаççĕ. Çав награда паянхи кунчченех çемье архивĕнче упранать пирĕн.1920 çулта Кивĕ Йĕкĕт хĕрĕпе, Улькипе, çемье тĕвĕлесе, виçĕ ачана, вăл шутра ман аннене, пурнăç парнелет. Б. Игнатьев И.Сталинпа пĕр вăхăтра, 1953 çулта, çĕре кĕрет.

Антун вăрманпа пуян Авруй тăрăхĕнче телейне тупать. Çемьеллĕ пулать. 1929 çулта Виталий ывăлĕ çут тĕнчене килет.  Астăватăп: çирĕп çыхăну пурччĕ Авруйпе Чиркÿллĕ Упи хушшинче. Вăрманлă ялти çĕнĕ хыпарсене кăвак конвертлă  çырупа В. Антонов пире пĕлтерсех тăратчĕ. Анне те кунти хыпарсемпе тăтăшах паллаштаратчĕ. Ун чухне машина таврашĕ пулман. Çĕрулми лартса пĕтерсен, утă çине тухиччен ятарласа лашапа, çĕр каçмалла килетчĕç Мăн Çавал хĕрринчи яла хаклă çыннăмăрсем. Упире тăванĕсем чылайран килĕрен киле çÿретчĕç. Эх, шăранатчĕ чăваш юрри.

В. Антонов Йĕпреç районĕнчи Пруссак хĕрĕпе Райăпа çемье тĕвĕленĕ. Кил хуçи чылай çул Вăрнар совхоз-техникумĕн Авруй бригадин бригадирĕнче, мăшăрĕ вара вырăнти фельдшерпа акушер пунктĕнче санитаркăра тăрăшнă. 1954 çулта çĕклесе лартнă йывăç çурт паян та шăн-шăнах ларать-ха. Шел, 70 çул тултарсан йывăр чире пула кил хуçин чĕри тапма чарăннă.

Раиса Харитоновна мăшăрне ывăлпа икĕ хĕр парнеленĕ: Коля, Надя, Таня. Коля профессийĕпе водитель,  нумай хушă Вăрнарти «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕнче «Урал» автомашина çÿретнĕ. Халĕ пысăках мар предприятире автомашинăпа ĕçлет. Надя Ершепуçĕнчи ача садĕнче воспитательте тăрăшать. Таня медицина сестри. Кашниех çемье çавăрнă. Çу кунĕсене Кольăн тăван амăшĕ  Авруй ялĕнче ирттерет, хĕл каçма ывăлĕн çемйине — Отиккăвăна таврăнать. Кунта аслă Антонов бригадирта тăрăшнă тапхăрта хăтлă кил-çурт çĕклесе лартнă.

Кăçалхи отпуск кунĕсенче çемьепе ятарласа Вăрнар тăрăхне хăнана кайса килтĕмĕр. Питех те ăшшăн йышăнчĕç пире тăвансем, сим пыл сăрипе, вăрман çырли-кăмпипе, мăйăрĕпе, вырăнти кÿлĕре тытнă пулăпа хăналарĕç. Ачасем Авруй вăрманĕн сиплĕ сывлăшĕпе туллин сывласа киленчĕç. Отиккăвăра чарăнтăмăр. Унтан  кил хуçин вĕр çĕнĕ УАЗ çине ларса Авруйне вĕçтертĕмĕр.

Антоновсем аслă ăру çыннисен ырă та паха енĕсене малалла тăсаççĕ: пыл хурчĕсем тытаççĕ. 20 вĕлле ретĕн-ретĕн ларать. «Ылтăн кин манăн ывăл мăшăрĕ Света, — ырламасăр чăтаймасть Отиккăвăри кил хуçи хĕрарăмне ватă. — Вăл тума пĕлмен ĕç те çук пулĕ. Кашни мăнук, кĕçĕн мăнук пирки те ăшă сăмахсем тупăнаççĕ манăн. Хамăр ята ямаççĕ вĕсем. Çавăнпа та ватлăхра мĕнпур чун-кăмăлтан  савăнатăп эпĕ». Света, Упнер хĕрĕ пулнăскер, Вăрнарти зооветтехникума пĕтерсен  Антоновсен кинĕ пулса тăнă. Чылай тапхăр  совхоз-техникумăн вырăнти производство участокĕнче ветеринари фельдшерĕнче ĕçленĕ. Кăçалхи чÿк уйăхĕнче тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленет.

 Çапла, тулли кăмăлпа таврăнтăмăр эпир хăнаран. Çул çинче шухăша кайса пытăм эпĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнчи ÿкерчĕк аса килчĕ. Вăл тапхăрта ытти çĕрти евĕрех пирĕн патăрта та уйрăм килсене çутçанталăк газĕ кĕртес юхăм анлăн сарăлчĕ. Çавна май ял çыннисенчен чылайăшĕ пÿрт-çурта пысăклатма, çĕнĕ хуралтăсем, газ кăмакисене вырнаçтарма ятарлă котельнăйсем тума тытăнчĕç. Анчах строительство материалĕсем туянма пысăк йывăрлăхчĕ: вăл çулсенче хальхи евĕр коммерци тытăмĕ вăй илейменччĕ-ха.

Эпир те çемье канашĕнче пÿрт-çурта пысăклатма тĕллев тытрăмăр. Нимелле тус-юлташсемпе, пускилсемпе  никĕс ярса стенасене хăпартса лартрăмăр. Урай-мачча хăми  тупма вара ыйту тухса тăчĕ. Ятарласа Вăрнара çул тытрăм. Николай Витальевичпа унăн тусĕсем мана ăнланчĕç: ялтах сутакана тупрĕç, Ытама кĕреймен хырсене автокранпа  «Урал» автомашина çине тиесе Упири пилорамăна çитерсех пачĕç. Кĕске вăхăтрах йывăçа хăмалăх çурса тирпейлерĕмĕр, мачча, урай сартăмăр, тăрă витрĕмĕр.Унтанпа чĕрĕк ĕмĕр иртет пулин те, çав вăхăт ниепле те асăмран тухмасть манăн. Çавăнпа тăванран хакли çуках çав...  

Юрий БОРИСОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика