Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăхри ĕмĕте пурнăçларăм

23 ноября 2016 г.

Пурнăçăн кашни саманчĕ хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Ярмушка ялĕнчи Рита Семеновашăн пĕрремĕш хут вĕренекенсем патне класа пырса кĕни халĕ те асрах. Педагогика ĕçĕнчи малтанхи утăмсене вăл тăван тăрăхра мар, Красноармейски районĕнчи Тăрăн шкулĕнче тума пуçланă. Шупашкарти педагогика институтĕнче 5-мĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра практикăна шăпах çав шкулта ирттерме тивнĕ. Çур çул ачасене математикăпа физика предмечĕсене вĕрентнĕ. Шкула çÿрекенсене çирĕп пĕлÿ парасси малти вырăна тухса тăнă çамрăкшăн.

1964 çулта, алла диплом илсен, Элĕк районĕнчи Ассакасси шкулĕнче хăйĕн çунатлă ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртме хăюллăн тытăнать. Ачасене физикăпа математика кăткăслăхĕсене уçса панипе кăна çырлахмасть, учительсем çитменрен черченипе астрономи предмечĕсене те вĕрентет. Урок хыççăн урок ирттернĕ май пултарулăхĕпе тавракурăмне ÿстерсе пырать. Вĕренекенсемпе те пĕр чĕлхе тупать. Ассакасси шкулĕнче ултă çул ырми-канми тăрăшать, унтан Уйкас Юнтапана куçать. Кунти вĕрентÿ учрежденийĕнче педагог ĕçне малалла тăсать. Çулталăкран ăна пурнăç çулĕ Ярмушка шкулне илсе çитерет.

– Эпĕ Элĕк районĕнчи Мăн Кăканар ялĕнче çуралнă. Карачура шкулĕнче, хыççăн Асскассинче вĕреннĕ. Уйрăмах математикăпа физика предмечĕсене кăмăлланă. Тарăн пĕлÿ илессишĕн тăрăшнă, çавăнпа та дневникрен лайăх паллăсем татăлман. Задача шутлама питех те юрататтăм. Çавăнпа ÿссе çитсен учитель пулма тĕллев тытрăм. Ачасене хĕрĕх пиллĕк çул ăс патăм, – терĕ Рита Марковна.

– Манăн атте вăрçăра вилнĕ. Килте арçын алли çитменни палăратчĕ. Эпĕ 12-ре чух анне Ярмушка арçыннине качча тухрĕ. Унăн та мăшăрĕ çукчĕ. Çут тĕнчери чи çывăх çыннăм Вăрнар районне пурăнма куçрĕ. Анчах та эпĕ тăван ялтах юлтăм, кукка патĕнче тĕплентĕм. Паллах, канмалли кунсенче Ярмушкана килеттĕм. Студент çулĕсенче çак ял каччипе Василийпе паллашрăм. Вăл, çара кайса килнĕскер, бригадирта ĕçлетчĕ. Кăмăлĕ лайăхчĕ. Пĕр-пĕрне килĕштернĕрен çемье çавăртăмăр, – калаçăва тăсрĕ Рита Семенова.

Мăшăрĕ Василий Павлович аслă пĕлÿ илес тĕллевпе Чăваш ял хуçалăх институтне кăнтăрлахи уйрăма вĕренме кĕнĕ. Çавăнпа та çывăх çынни хулана пурăнма куçнă. Р.Семенова вара Ассакасси шкулне ĕçе çÿренĕ. Мăшăр канмалли кунсенче кăна тĕл пулнă. 5 çул сисĕнмесĕрех иртнĕ. Василий Семенов дипломлă специалист пулса тăрсан Ярмушкана яланлăхах таврăннă, ĕçе кÿлĕннĕ. Иккĕшĕ вăтăр çул пĕрле пурăннă. Йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăннă. Ултă ачана кун çути парнеленĕ. Шел пулин те, иккĕшĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Мăшăрĕ те халĕ юнашар çук. Вăл çĕре кĕнĕренпе çирĕм виçĕ çул çитнĕ. Виçĕ ачи хулара, тепри ялта тĕпленнĕ. Рита Семенова пĕчченех пурăнать. 75 çул тултарнă пулин те ĕне тытать. Кичемленсе ларма вăхăт çук унăн, вырăнти «Утмăлтурат» ушкăн репетицийĕсене çÿрет.

– Ватлăхра компьютерпа ĕçлеме хăнăхрăм. Халĕ ун урлă ачасемпе тата мăнуксемпе çыхăнатăп, – тет Р.Семенова.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕн тус-юлташ нумай. Ахаль ларма хăнăхманскершĕн кун иртни те сисĕнмест.

Юрий КОРНИЛОВ. 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика