Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Санарпуç шкулĕ 125 çул тултарать

19 ноября 2016 г.

Санарпуç шкулĕ 125 çул тултарать

Шкул историйĕ – тăван халăх историйĕн пĕр пайĕ, çавăнпа та пирĕн ăна пĕлмеллех. Çак кунсенче Санарпуçĕнчи вăтам шкул уçăлнăранпа 125 çул çитет. Шкул историне йĕрлесе пыма чылай çул истори тата общество предмечĕсене вĕрентнĕ Николай Маркелович Смирнов çырса пынисем пулăшрĕç.

Шкулăн тĕп тĕллевĕ – çитĕнекен ăрăва обществăра тивĕçлĕ вырăн тупма пулăшасси, тăван шкулпа сывпуллашнă хыççăн тарăн пĕлÿллĕ, çирĕп тĕллевлĕ пулма, хăйсен вырăнне тупма май туса парасси. Кунта 200-е яхăн ача пĕлÿ пухать. 2016–2017 вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш хут парта хушшине 27 ача ларчĕ. Ачасен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. Тивĕçлĕ воспитани парса тăван çĕрĕн, Раççейĕн, чăваш халăхĕн маттур, хастар ывăл-хĕрĕ пулма май туса парас тесе тимлет  шкул коллективĕ, палăртнă тĕллевсене çирĕп тытса пырать. Учительсем 20-ĕн. Вĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ. 4-шĕ – аслă категориллĕ, ыттисем  пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекенсем. В.П.Иванова халăха вĕрентес ĕç отличникĕ ята тата «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ» ятсене тивĕç пулнă. Раççей Федерацийĕн вĕренÿ министерствин Хисеп хучĕсене 3 вĕрентекен тивĕçнĕ. Çавăн пекех шкулта ĕçлекен 4 вĕрентекен Чăваш Республикин вĕренÿ министерствин Хисеп хучĕсене илнĕ. Вăрнар район администрацийĕн тата вĕрентÿпе çамрăксен политикин Хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсене илнисен йышĕ те пысăк. Шкул ĕçченĕсем Раççей тата Чăваш Республикин гранчĕсене те тивĕç пулнă: В.П.Иванова (математика вĕрентекенĕ), И. Г.Семенова (чăваш чĕлхине тата литературине вĕрентекенĕ). «Кирек кам  пул эсĕ пурнăçра, анчах та чи малтан çын пул», – тесе вĕрентеççĕ шкулта мĕн пĕрремĕш кунранах. Çыннăн кăмăлĕ, характерĕ çемьере аталанать, çавăнпа та шкул тата çемье тачă çыхăну йĕркелесе ĕçлеççĕ шкулта.

2014 çултанпа директорта Николай Никитич Иванов тăрăшать. Вăл – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ.

Вĕренекенсем районта, республикăра иртекен конкурссене, олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене хастар хутшăнаççĕ. 11-мĕш класра вĕренекен Регина Андреева чăваш чĕлхипе тата литературипе районта çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Республика (регионсем хушшинче иртекен) олимпиадин призерĕ (вĕрентекенĕ – Семенова И.Г.). Республикăра иртнĕ наукăпа практика конференцийĕнче 6 вĕренекен биологи, чăваш чĕлхи тата  экономика секцийĕсенче ĕçĕсене хÿтĕлерĕç. Анжела Иванова экономика секцийĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ (ертсе пыраканĕ – Ильина Н.Л.). Историе вĕрентекен Денис Юрьевич Трофимов «Çулталăк учителĕ» професси конкурсĕнче лауреат ятне илчĕ. Маларах çак титула вырăс чĕлхипе литература учителĕ Т.Я.Терентьева çĕнсе илнĕччĕ.  Ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ ят панă.

Санарпуç шкулĕ çитĕнÿ çулĕпе утать. Çавна шкул пĕтерекенсен экзаменсенче пухнă пысăк балĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Палăртма кăмăллă, район тата республика шайĕнчен чылай пысăкрах балсем пухма пултарчĕç вĕренекенсем.

Шкулта тĕрлĕ кружок, факультатив ĕçлет. Кăмăл туртăмне кура ачасем футбол, çăмăл атлетика, волейбол, ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕренме секцисене çÿреççĕ. Юрлама, ташлама та ăста, ÿнер ăсталăхне те кăмăллаççĕ, чăвашла, вырăсла сăвă илемлĕ вулама та, çырма та пуçаруллă.

Тĕрлĕ çулсенче Санарпуç шкулĕнчен вун-вун çамрăк вĕренсе тухнă. Тĕрлĕ сферăра вăй хураççĕ.

Экономикăра палăрнисем: Владимир Яковлевич Алексеев, ОАО «Порт Коломна» генеральнăй директорĕ. Тĕрлĕ хисеплĕ ятсене, медальсене тивĕçнĕ, Мускав хулинче тĕпленнĕ. Анатолий Иванович Кузьмин Вăрнар районĕн пуçлăхĕ пулса чылай çул тăрăшнă, каярахпа Шупашкара ĕçлеме куçнă, тĕрлĕ пост йышăннă. Геннадий Николаевич Капралов «Вурнарский» совхоза ăнăçлă ертсе пынă. Вăл тăрăшнипе шкула газпа хутса ăшăтмалли котельнăй хута янă тата Санарпуçпе Çĕньял Хапăс халăхĕ газпа усă курма пуçланă. Алексей Яковлевич Игнатьев паянхи кун ăнăçлă ĕçлесе пыракан фермер. Ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята панă. Андрей Михайлович Петров Мускав хула администрацийĕн управленийĕн Федераци агентствин тĕп аппарачĕн патшалăх резервĕн пуçлăхĕн пулăшуçи пулса  ĕçлет.

Наукăра палăрнисем: Валериан Иванович Великанов – биологи наукисен докторĕ, Чулхула патшалăх ялхуçалăх академийĕн профессорĕ, вун-вун наука ĕçĕсен авторĕ. Николай Иванович Косяев – ветеринари наукисен докторĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн профессорĕ. Геннадий Сергеевич Иванов – техника наукисен докторĕ, Мускаври авиаци институчĕн профессорĕ. Илья Тимофеевич Сергеев – филологи наукисен кандидачĕ, И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ĕçленĕ. Александр Васильевич Абрамов –  техника наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ изобретателĕ. Светлана Вячеславовна Павлова – И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университечĕн технологи факультетĕнче вăй хурать.

Медицинăра палăрнисем: Надежда Григорьева – Тутарстан Республикин сывлăх сыхлавĕн министерствинче вăй хунă. Татьяна Никифорова (Зайцева) – аслă категориллĕ врач, Чăваш Республикин клиника больницинче вăй хурать. Людмила Петрова (Кирьянова) – аслă категориллĕ врач, медицина службин подполковникĕ, медицинăн ятарлă отрячĕн аслă ординаторĕ пулса Подольск хулинче ĕçлет.

Строительствăра палăрнисем: Александр Михайлов – ООО «Рубикон» директорĕ. Денис Степанов – «Ваш помощник» ТСК директорĕ. Евгений Никитин – «Ваш помощник» ТСК управляющийĕ. Сергей Никифоров – «ШАНС» ТМЯО управляющийĕ.

Ял хуçалăхĕнче ырă ята тивĕçнисем: Зоя Федорова, Григорий Иванов. Вĕсем Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем.

Культурăра та палăрнă пирĕн ентешсем: Иван Алексеев художник, кĕнекесене илемлетекен иллюстратор. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. Римма Алексеева – радиорежиссер, телевиденире те ĕçленĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Елена Нибаева – Чăваш ен Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин тĕп специалисчĕ. Елена Иванова – Чăваш наци телевиденийĕн дикторĕ. Эдуард Краснов – культура министерствин наци тата архив ĕçĕсен пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ.

Спортра пысăк çитĕнÿсемпе палăрнисене те асăнса хăварас килет: Марина Никандрова – СССР спорт мастерĕ, дзюдоистка. Татьяна Иванова – ирĕклĕ майпа  кĕрешессипе Раççей спорт мастерĕ. Çавăн пекех ку енĕн Наталья Дмитриева, Надежда Краснова спорт мастерĕн кандидачĕсем пулса тăнă.

Ирина СЕМЕНОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика