Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Халăх тăшманĕн» ывăлĕ – ту инженерĕ, паллă ăславçă тата шахматист

12 ноября 2016 г.

Халĕ Забайкальери Краснокаменск хулинче пурăнакан Михаил Иванович Капитонов çак «хура» ятпа 2002 çулчченех çÿренĕ. Тĕрĕссипе, ун ашшĕн таса ятне икĕ çул маларах тавăрнă пулнă, анчах çывăх çыннисене пĕлтермен.

Журналист, шахматист, нимĕçле, китайла тасан пуплет. Тивĕçĕсене тата тăсма пулать. Анчах та тĕпре, чĕрипе-чунĕпе вăл – ту çынни. Атом энергетикин тата промышленноçĕн ветеранĕ. Çĕр айĕнчи пурлăха тĕпчессипе, чавса кăларассипе çыхăннă чылай проектăн ăславçи, патентсен авторĕ.

Йăх-тымарĕ унăн – Çĕн Хирпуçĕнчен. Михаил Иванович çуралнă тăрăх сывлăшĕнчен çулсеренех вăй-хăват илет. Кăçал та çăвĕпех вăл тăван ялĕнче пурăнчĕ. Тĕлĕнмелле ăслă та сăпайлă çынпа шăпах çав вăхăтра паллашма тÿр килнĕччĕ.

Михаил Ивановича ашшĕн юратăвне курма тивмен. 1938-мĕшĕнче Иван Капитонович Капитонова «халăх тăшманĕ» тесе персе пăрахнă самантра вăл çичĕ уйăхри ача пулнă. Çемьере чи кĕçĕнни, улттăмĕш. Ашшĕне, Уравăш шкулĕнчи математика учительне, шăпах та çутă ĕмĕтпе çунатланнă – темиçе пÿлĕмлĕ çурт проектне ÿкернĕ вăхăтра арестленĕ. Çулталăкран, 1938 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче, Красноярск тĕрминче персе пăрахнă. Çакна çемйи 1956 çулта тин пĕлнĕ. Документсем тăрăх – сăлтавĕ те пулман. Анчах та Михаил Иванович çÿлтисене ашшĕн укçи «кансĕрленĕ» пулĕ тесе шутлать.

Çак пулăм çемье çине нумай çуллăха йывăрлăх тиенĕ. Вăрçă тапрансан амăшне, Варвара Тарасовнана, тата аслă аккăшне, Валентинăна, тăшмансем вырăнне хурса Çĕмĕрле çывăхне траншейăсем чавма ăсатнă. Çиччĕри Михаил Иванович килĕнче вуннăри аппăшĕпе кăна тăрса юлнă. Юрать, выçăпа темиçе кун аптăранă ачасем вилме патне çитни пирки пĕр ял çынни Çĕмĕрлене çитсех пĕлтернĕ. Мĕнле ĕнентермелле каланă-ши вăл – амăшпе аппăшне киле тавăрнă.  

Пĕр тĕпренчĕк те ăша яман ачасем кутамккаран кăларнă шăннă çăкăра выçăхса кăшлама тытăннă, ун шăрши Михаил Ивановичăн асĕнче ĕмĕрлĕх юлнă.

Шкула 1944 çулта илнĕ. Хĕллехи вăхăтра шартламана пăхмасăр Михаил Иванович юр тăрăх çарран чупнă. Нимĕнле пушмак та çуккине ăнланса учительсем ăна яланах кăмака çумне ларма ирĕк панă. 

– Аттене арестленĕ хыççăн килте ун пĕр хулăм физика кĕнеки кăна юлнăччĕ. Авторĕ – Фишер. Эп ун темиçе страницине тăпăлтарса илеттĕм те çăкăр татăккипе ылмаштараттăм. Уроксенче эпир тетрадьсем çуккипе унти йĕркесем хушшине çыраттăмăр, – аса илет Михаил Иванович. – Тетрадьсем çине 1947 – 1948 çулсенче çырма тытăнтăмăр. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен аннене шкула чĕнсе илетчĕç, эп лайăх вĕреннĕрен яланах тетрадьсем парнелетчĕç.

«Халăх тăшманĕ» ят Капитоновсене сахал мар йĕрленĕ. Элекçĕсем Михаил Иванович аппăшĕ ĕçлекен сысна фермине пĕçернĕ çĕрулми çиме вăрттăн чупнине те сыхланă.

Вăтам шкула, Уравăша, çÿренĕ чухне амăшĕ Михаил Ивановича пасартан çăпата туянса панă. Хăвăрт çĕтĕлесрен ун тĕпне йывăç татăкĕсем çыхса хунă. 10-мĕш класа çитичченех çие вăл аппăшĕнчен юлнă хĕр пальтоне тăхăннă. Тăхтавсенче ытти ачасем çупа çăкăр çинине курас мар тесе урама тухса куççуле çăтнă. Çитменнине, шкул директорĕ ăна кашнинчех «сан аннÿ укçа тÿлемен, ыран шкула ан кил» тесе хăваланă. «Халăх тăшманĕн ачисен совет шкулĕнче вĕренме ирĕк çук!» – кăшкăрнă вăл. Вĕреннишĕн тÿлеме çĕрулми сутма тивнĕ. Çавăнпа та Капитоновсен ачисем кĕркунне колхоз уйĕнчи юлнă çĕрĕк çĕрулмине пуçтарса çÿренĕ...  

Вăтам шкул хыççăн ашшĕ пекех математика учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах та ун шухăшне пиччĕшĕ – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Павел Иванович тĕпрен улăштарнă. «Эс хĕрарăм мар вĕт, металлурга кай», – тенĕ вăл. Ăна итлесе Иван Михайлович Кемерово облаçĕнчи Сталинск хулинчи Çĕпĕрти С.Орджоникидзе ячĕпе хисепленекен металлурги институчĕн студенчĕ пулса тăнă. Вăл пиччĕшĕ парнеленĕ чукун çул ĕçченĕн формипе çÿренĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах шахматпа туслашнă. Каярахпа ăмăртусенче пĕрре мар палăрнă. Практикăсенче Шерегеш, Таштагол рудникĕсенче тăрăшнă.

Ăс-тăнĕпе, вĕренÿри хастарлăхĕпе, вăй-халĕпе тĕлĕнтернĕ вăл. Кунтан та ытла – диплом ĕçне нимĕç чĕлхипе çырса. Ку чĕлхене вăл пилĕк çул тĕплĕ вĕреннĕ, ту ĕçĕпе çыхăннă Германи журналĕнчи статьясене вырăсла куçарнă. Диплома ют чĕлхепе çырни институтра пĕрремĕш тĕслĕх пулнă.

Каярахпа, ĕçленĕ вăхăтра, нимĕç чĕлхине чаплă пĕлнине кура КГБ ăна ГДРа пĕр ресторана ĕçлеме ярасшăн пулнă – нимĕçсем мĕн калаçнине итлеме. Анчах Михаил Иванович ача чухне илнĕ сурана пула хăлха витĕрех илтмест тесе килĕшмен.

1959 çулта ту инженерĕн дипломне алла илнĕ хыççăн Михаил Ивановича Шалым рудникне ĕçлеме янă. Кунта вăл самаях пысăк опыт пухнă. Авланнă хыççăн Чăваш ене таврăнса çулталăк Вăрмарти извеç заводĕнче тимленĕ. Унтан каллех Кемерово облаçне таврăннă. Практикăра палăрнăран Шерегеш рудникне Михаил Ивановича пĕр сăмахсăрах производствăпа техника пайĕн аслă инженерĕн должноçне илнĕ. Шалым рудникĕпе танлаштарсан кунти магнетит руди запасĕсем темиçе çĕр миллион тонна пулнă.

Асăннă рудникра вунă çул тимленĕ хыççăн ăна Мускаври ПромНИИпроект институчĕн Чита облаçĕнчи (халĕ Забайкалье) Краснокаменск хулинчи М-5703 предприятие куçарнă, наукăпа тĕпчев пайĕн аслă инженер должноçĕнче çирĕплетнĕ. Кунта вăл производствăна çĕнĕ технологисем кĕртессипе наукăпа тĕпчев ĕçĕсем, проектсем чылай хатĕрленĕ, профессионаллă проектировщик пулса тăнă. Техника наукисен кандидачĕн диссертацине ăнăçлă хÿтĕленĕ. 1985 çулта унăн пĕр изобретенине пурнăçа кĕртнĕ. Вăл çĕр пурлăхне кăларакан блока икĕ çумхутлă тума сĕннĕ. 1999 çултанпа ЦНИЛ-н Ту лабораторине куçнă.

Ăслăлăхшăн тата ырми-канми ĕçшĕн ăна нумай хутчен Хисеп хучĕсемпе наградăланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан вăл 17 çул студентсене пĕлÿ панă, журналистика курсĕнче вĕреннĕ.

Пĕтĕмĕшле, пурнăç йĕркеленнĕ, паянхи кун ачасемпе, мăнуксемпе савăнса пурăнмалла кăна темелле. Анчах Михаил Ивановича кун-çулĕнчи пĕр самант канăç памасть. Çакăншăн питĕ намăсланать вăл. Вĕреннĕ вăхăтра вăл «халăх тăшманĕн» ывăлĕ пулнине пĕлнĕ, институтра вĕренес килсен ăна ашшĕнчен, тăшманран, «хăтăлма» ыйтнă, каласа пырса заявлени çыртарнă... Кун çинчен халиччен никама та каламан иккен вăл, пиччĕш-аппăшĕсем умĕнче хăйне халĕ те айăплă тесе шутлать...

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика