Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕçре – çур ĕмĕр

03 ноября 2016 г.

«Вĕрентекенĕн ачасене урокра пĕлÿ панипе кăна мар, хăйĕн пултарулăхĕпе те тĕлĕнтермелле», – тесе шухăшлать Катăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Антонина Малова. Унăн педагогикăри ĕç стажĕ 50 çул ытла. Çур ĕмĕр ачасенчен уйрăлман, вĕсене тарăн пĕлÿ парассишĕн ырми-канми тăрăшнă.

Уроксене интереслĕ те усăллăрах ирттерессишĕн хăйне шеллемен. Ачасене лайăх вĕрентесси, çĕнĕлле ĕçлесси канăç паман. Унăн предметне юратни вара хавхалантарнă, вăй-хăват кÿнĕ. Кĕçĕн классене е аслăраххисене вĕрентнĕ-и, кашни ачан пултарулăхне асăрхама пĕлнĕ. Пурте çывăх пулса тăнă уншăн. Кирек кама та тĕрĕс хуравшăн мухтама манман.

Антонина Дмитриевна 1942 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ вăрçă хыççăнхи çулсене лекнĕрен урамра выляса савăнса çÿреме вăхăчĕ тупăнман. Шкултан таврăннă-таврăнман ĕçе кÿлĕннĕ. Вунă класс вĕреннĕ, колхозăн уй-хирĕнче тар тăкма пуçланă. Каярахпа çамрăкшăн пурнăç çулĕ улшăннă, Шĕнер Ишек шкулĕнче пионервожатăй ĕçне пикеннĕ. Ачасемпе хутшăнса ĕçлесси малти вырăнта пулнă. Çавăнпа вĕсенчен кунĕпе те уйрăлман. Çамрăкра вăй, пултарулăх тапса тăнă. Ĕçтешĕсем хавхалантарни те чунне çĕнĕ варкăш кĕртнĕ. Вĕренни çăкăр ыйтмасть текен каларăша асра тытса Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Çултан-çул малтан-мала ăнтăлса, кĕçĕн классене вĕрентме май паракан диплома алла илет. 1965 çулта Калининăри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентме пуçлать. Куллен пĕлÿ тĕнчинче пурăннă май, опыт майĕпен пухăнать. 1969 çулта Калининăри ачасен çуртне ĕçлеме куçать. Çав вăхăтрах Шупашкарти педагогика институтĕнче чăваш чĕлхипе литература факультетĕнче вĕренет. Аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăрать. Пурăна-киле шăпа ăна Калининăри вăтам шкула тепĕр хут илсе çитерет. Каллех кĕçĕн классене пĕлÿ парассипе тимлет. 1981 – 2007 çулсем Калининăри вăтам шкулпа çыхăнаççĕ Антонина Дмитриевнашăн. Вăл Калинино кусчĕн методика пĕрлешĕвне 14 çул ертсе пырать. 

Ĕçри тăрăшулăхшăн 1986 çулта «Хисеп палли» ордена тивĕçет. 1991 çулта «,ç ветеранĕ» ята илет.

Мăшăрĕпе Виталий Маловпа икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. 1986 çулта хĕрарăм пысăк хуйха тÿссе ирттерет, çывăх çынни пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каять. 2015 çулта тепĕр çухату – аслă ывăлĕ чире çĕнтереймест, куçне яланлăхах хупать. А.Малова, темле йывăр пулсан та, хуçăлса ÿкмест, малаллах талпăнать. Ывăлĕпе кинĕсен тĕревне туйса илнĕскер ыранхи кун çине çутă шанăçпа пăхать.

Антонина Дмитриевна шкулта ĕçленĕ вăхăтра чылай ачана пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă. Ăна, хисеплĕ педагога, чылайăшĕ халĕ те манмасть. Инçетре пурăнакансем тăван тăрăха килсен унпа курса калаçаççĕ, иртнине аса илеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те хисепрен кăлармаççĕ, педагогика ĕçĕн ветеранне ырлăх-сывлăх сунаççĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика