Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таймапуç сана, çĕр ĕçченĕ

29 октября 2016 г.

Йывăр пулин те чи мухтавли. Çак шухăш ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕнче сцена çинчен пĕрре мар янăрарĕ. Çĕр ĕçченĕсен кунсеренхи ырми-канми ĕçне пула паян ялсем пурăнаççĕ, сĕтел çинчен çăкăр татăлмасть.

Уявра хресченĕн ĕçченлĕхне тĕрлĕ енпе хаклама пултартăмăр. Районти культура çурчĕн фойинче аграри секторĕн ĕçченĕсен пуян çимĕçĕсен куравĕ тыткăнларĕ. Аш-какай комбиначĕ, хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ, Калинино райповĕ, Иван Федоров утарçă хăйсен продукцине тутанса пăхма сĕнчĕç.

Иккĕмĕш хутра ял поселенийĕсем пуян пахчаçимĕçсен куравне йыхравларĕç. Вĕсем тĕрлĕ чĕрчун, этем кÿлеписене çаврăнни пушшех илĕртрĕ. Ытти ял тăрăхĕсем пахчари çимĕçсемпе «мухтанчĕç» пулсан, санарпуçсем пуринчен ытла тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем улăмран хатĕрленĕ çÿллĕ этем кÿлеписем умĕнче чылайăшĕ фотосесси йĕркелерĕ.

Залра ял хуçалăхĕнче тимлекенсен ĕçне хисепленине видеофильмра пăхма май килчĕ. Сцена çинчен вĕсен ячĕпе пурте ăшă сăмахсем кăна каларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов ял хуçалăх çулталăкĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Кăçал Вăрнар аграрийĕсем аван ĕçленĕ – 50600 тонна тырпул пухса илнĕ. Вăтам тухăç 28,8 центнер. Малтанхи даннăйсемпе, ку республикăри чи лайăх кăтарту.

– Кăтартусем чăннипех савăнтараççĕ. Кăçал тырпул пухăмĕ çĕршывĕпех аван. Республикăра та – пĕрлехи пухăм 640 пин тонна, пĕлтĕрхинчен 14 процент ытларах. Кунта вăрнарсен тÿпи те пысăк, – терĕ Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов. – Вăрнарсен тата тухăçлăрах ĕçлеме май пур. Тырпул пухса илессипе елчĕксене çитмелле.

Сергей Владимирович республикăри аграрисене патшалăх енчен пулăшакан мерăсем çинче чарăнса тăчĕ, чи маттуррисене правительство наградисемпе чысларĕ.

Уй-хир, фермăсен, тирпейлекен предприятисен ĕçченĕсене район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Валерий Шумиловпа Леонид Николаев та саламларĕç.

Вăрнарсем ĕçре ялан малта пынине, кăçал та чыса яманнине палăртрĕ ку сфера ĕçченĕсен республикăри профсоюз пĕрлешĕвĕн председателĕ Анатолий Смирнов. Ытти хăнасем те çакнах каларĕç.

К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен чи пысăк тухăç илнĕ – 36,7 ц, «Санары» агрофирмăн çĕрулми тухăçĕ чи лайăххи – 332,4 ц, «Янгорчино» хуçалăхăн 100 га çĕр пуçне сĕт суса илессипе чи лайăх кăтарту – 107,9 тонна, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче 100 га çĕр пуçне аш-какай туса илессипе пуринчен лайăх ĕçлеççĕ – 22,8 тонна. Вĕсем уявра пурте Хисеп грамотисемпе укçа хавхалантарăвне тивĕçрĕç.

Сцена çине вун-вун çын награда илме хăпарчĕ. Ял хуçалăхĕнче тимлекенсене тĕрлĕ номинацире палăртрĕç. Чи лайăх комбайнер – Сергей Аввакумов, чи лайăх свинарка – Алена Иванова, чи лайăх скотник – Тамара Козлова, чи лайăх техник-осеменатор – Людмила Ермолаева, тирпейлекен промышленноçăн чи лайăх ĕçченĕ – Елена Панькина. Пурте Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче тимлеççĕ.

Чи лайăх тракторист – Александр Григорьев (К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх), чи лайăх водитель – Юрий Леонидов («Янгорчино»), чи лайăх доярка – Ираида Сергеева («Мураты»), чи лайăх техник-осеменатор – Надежда Сергеева («Янгорчино»).

Уява Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн çĕр ĕçченне мухтакан номерĕсем илемлетрĕç.

Чăваш ен Пуçлăхĕн Указĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕн аталанăвне тÿпе хывнăшăн Ярмушка ял тăрăхĕн тĕп специалист-эксперчĕ Нина Михайлова «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕнчи кăтартуллă ĕçшĕн» паллăна;

агропромышленность комплексĕн тытăмĕнче нумай çул тăрăшнăшăн тата ветеринари аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Аркадий Лабинов Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Тавне;

агропромышленность комплексĕнче ырми-канми ĕçленĕшĕн Вăрнарти аш-какай комбиначĕн аш тата аш продукчĕсен обвальщикĕ Сергей Ендеров, выльăх-чĕрлĕх пусакан Владимир Бурмистров Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнисем:

Василий Попов – «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» ТМЯО директорĕ, Артур Сергеев менеджер, Михаил Филиппов электромонтер, Геннадий Иванов, выльăх-чĕрлĕх комплексĕн скотникĕ – «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» ТМЯО, Людмила Никифорова, уй бригадин бригадирĕ тата Алина Мясникова доярка – «Янгорчино» ЯХПК, Татьяна Михайлова тĕп бухгалтер тата Геннадий Васильев тракторист – «Санары» агрофирма.

 2016 çулхи 9 уйăхри ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисем

1-мĕш вырăн – «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АО,

2-мĕш вырăн – К.Маркс ячĕллĕ ЯХПК,

3-мĕш вырăн – «Мураты» ЯХПК.

Фермерсенчен чи маттуррисем – Валентин Павлов тата Алексей Фадеев хуçалăхĕсем.

Район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçнисем:

Александр Афанасьев, çурмафабрикатсен фасовщикĕ тата Альбина Старостина, цех пуçлăхĕ – Вăрнарти аш-какай комбиначĕ; Иван Кураков тракторист тата сăвăм операторĕ Ирина Семенова – «Броневик»; Владимир Першуткин управляющи тата Наталия Ермолаева агроном – «Кольцовка»; Инна Шашкова, участок пуçлăхĕ – Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти; Александр Харитонов водитель, Раиса Федорова уй-хир ĕçченĕ – «Санары»; Александр Зайцев водитель, Ирина Константинова доярка – К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх; Валентина Степанова, столовăй заведующийĕ – ял хуçалăх техникумĕ; Любовь Сереброва аппаратчица, Венера Яковлева машинистка – Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ; Константин Васильев тракторист – В.Дмитриева хресчен (фермер) хуçалăхĕ; Лев Семенов водитель, Александр Владимиров тракторист – «Победа», Леонид Федоров скотник, Татьяна Викторова полевод, Татьяна Константинова доярка – «Янгорчино»; Борис Шариков тракторист, Валентина Меркурьева скотница, Эльвира Арсентьева повар – «Мураты»; Сергей Кошкин комбайнер – «Хорнзор»; Сергей Егоров тракторист – А.Игнатьев хресчен (фермер) хуçалăхĕ; Вероника Никандрова ветфельдшер – С.Лукина хресчен (фермер) хуçалăхĕ; Павел Балыков механизатор, Альбина Захарченко бухгалтер – «Юнтапа»; Александр Иванов тракторист тата Елена Никитина бухгалтер – «Знамя».

 Агропромышленность ĕçченĕсен республикăри профсоюзĕн Хисеп грамотисене тивĕçнисем:

Геннадий Порфирьев скотник тата Валентина Петрова сăвăм операторĕ – «Броневик» хуçалăх.

 Хушма хуçалăхсем тытса пырассипе ирттернĕ район конкурсĕнче çĕнтернисем:

Аçăмçырминчи вăтам шкул (директорĕ Полина Андреева), Эльвира Скворцова – (Санарпуç ял поселенийĕ), Вячеслав Алексеев – Хирпуç ял поселенийĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика