Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿ хăй тĕллĕн килмест

26 октября 2016 г.

Районти чи лайăх аталанса пыракан ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕри – Вăрнарти аш-какай комбиначĕ.

Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 17890 тонна пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç гектартан 33 центнер тухнă. Кĕрхи культурăсене 1560 гектар çинче акса  хăварнă. Кĕрхи çĕртме 3450 гектар тунă.

Вăрнарти аш-какай комбинатне ертсе пыракансем тăрăшса ĕçлекенсене хавхалантарма пĕлеççĕ. Акă вырма вăхăтĕнче комбайнер тырра палăртнă чухлĕ çапрĕ – ăна преми параççĕ. Дисциплина çирĕп, çавăнпа та кашни ĕçчен хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Техника паркне çулсеренех çĕнетеççĕ. Çавăн пекех выльăхсен шутне те кашни çул пысăклатаççĕ. Паянхи кун Вăрнарти аш-какай комбиначĕ хĕрĕх пине яхăн сысна тытать. Унăн ашĕпе кăлпасси-консерв тунă чухне усă кураççĕ. ,несен йышĕ те пĕчĕк мар – сăваканнисем кăна 1300 пуç. Сĕт сăвасси те, аш-какай туса илесси те пĕлтĕрхи тăхăр уйăхрипе танлаштарсан чылай ÿснĕ. Хальхи вăхăтра кунне 25 тонна сĕт сутлăха ăсатаççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе  хĕл каçарма утă 1500 тонна, сенаж 12800 тонна хатĕрленĕ, силос та тунă.

Кăçал кукуруза пысăк гектар çинче акса çитĕнтернĕ. Унран выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Тырăлăх та туса илнĕ. Кукурузăна хăйсем усракан выльăха çитереççĕ. Паха апат сăвăма та ÿстерме пулăшать.

Çĕнĕ объектсем хăпартса хута ямасăр выльăх йышне пысăклатаймастăн. Çакна тĕпе хурса кăçал 1000 ĕне вырнаçмалăх тата харăсах хĕрĕхĕшне сума май паракан комплекса хута янă.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ çитĕнÿ çулĕпе утать. Вăл çулсерен республикăри чи лайăх 100 предприяти «Агро-100» клуб йышне кĕрет. Тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерет. 2016 çулта Мускаври «Ылтăн кĕркунне» куравран 15 медальпе таврăннă. Çакă комбинат паха продукци туса кăларнине çирĕплетет. ,çре хальхи йышши технологисемпе усă курни ÿсĕм тума май парать.

К.ЮРЬЕВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика