Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президент полкĕнче те тăрĕç

22 октября 2016 г.

Кĕрхи призыв малалла пырать. Декабрь вĕçĕччен Вăрнар районĕнчен çар ретне 60 каччăн тăмалла. Пирĕн тата Йĕпреç районĕнчи пĕрер арçын ачана малтанлăха Президент полкĕнче службăра тăма суйласа илнĕ.

Октябрĕн 18-мĕшĕнче тата 20-мĕшĕнче вунултă çамрăка салтака ăсатнă ĕнтĕ. Вăл шутра – Малти Ишекри Алексей Порфирьева та.

Каччă службăна тăма нихăçан та хирĕç пулман. Пушшех урăхла, çакă кашни арçыннăн тивĕçĕ тесе шутлать вăл. «Ку – пурнăçăн паллă тапхăрĕ. Арçын ачасене вăл çирĕплĕхе, чăтăмлăха хăнăхтарать», – тет Алексей Порфирьев.

Çамрăкшăн салтакри служба йывăр (вăл Тверьте иртĕ) пулмĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра вăл спортпа çывăх пулнă. Алексей йывăр атлетикăра, волейболра, çамрăк армеецсен юхăмĕнче çитĕнÿсем тунă.

Тунтикун районта Призывник кунĕ иртнĕччĕ. Пулас салтаксене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев саламланă. «Çĕршыва хÿтĕлесси – хисеплĕ ĕç. Пирĕн мăн асаттесемпе асаттесем çутă тĕслĕх пулса тăраççĕ, вĕсем вăйпа тата ĕненÿпе тăшмана çĕнтерме пултарчĕç, пире çутă пурнăç парнелерĕç. Çарта тăнă чухне тăвансене, çывăх çынсене ан манăр. Çĕршывăн тивĕçлĕ ывăлĕсем пулăр», – тенĕ вăл.

Çамрăксене Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Йĕпреç тата Вăрнар районĕсенчи пайĕн пуçлăхĕ Владимир Венедиктов тата Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте пил панă.

Çар тата медицина комиссийĕсем малалла ĕçлеççĕ. Ыран армие тата ултă каччăна ăсатĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика