Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куç хăрать те алă тăвать

22 октября 2016 г.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çитĕнÿсем – фермăра тăрăшакансен ырми-канми ĕçĕн кăтартăвĕ. Вĕсен çаврăнăçулăхĕпе ĕçченлĕхне пула кăтартусем çултан-çул лайăхланаççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи тăхăр уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетес пулсан, мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче сĕт 29121 тонна туса илнĕ, вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче 10935 тонна. /сĕм, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 8 процент. Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино» хуçалăхсенче, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, Фадеевпа Козлов тата Лукина фермер хуçалăхĕсенче кашни ĕнерен 4381 – 4175 килограмм сĕт суса илнĕ. Шел пулин те, «Юнтапапа» «Хорнзор» ял хуçалăх предприятийĕсенче кăтарту пысăк мар – 2427 килограмм кăна. Çутçанталăк условийĕсем пуриншĕн те пĕрешкел пулсан та ĕçĕ-хĕлпе пĕр-пĕринчен уйрăларах тăраççĕ. ÿсĕм тума, паллах, çăмăл мар. Анчах та паянхи кунпа çеç пурăнсан, производствăна çĕнетмесен малта пыракан хуçалăхсемпе танлашаймăн. Апла пулсан пуçарулăхпа яваплăх малти вырăнта тăмалла.

Чăваш енри патшалăх статистикин кăтартăвĕсемпе сĕт туса илессипе пирĕн район республикăра Шупашкар тата Елчĕк районĕсем хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăнать.

Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче аш-какай 3864 тонна туса илнĕ, вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче 2595 тонна. /сĕм пур – 15,6 процент. Пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан аш-какай туса илесси тата ăна сутасси Карл Маркс ячĕллĕ, «Мураты» хуçалăхсенче тата Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче ÿснĕ. Аш-какай производствипе те район республикăра виççĕмĕш вырăнта.

Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх 16700 пуç (çав шутра ĕнесем 7750 пуç) тата сыснасем 17356 пуç. Чăваш енри патшалăх статистика кăтартăвĕсемпе мăйракаллă шултра выльăхпа сăвакан ĕнесем тата сыснасем йышĕпе район республикăра виççĕмĕш вырăнта. 2016 çулхи тăхăр уйăхра ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 188 пуç, ĕнесем 182 пуç, сыснасем 860 пуç ÿснĕ. Ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартакансем – Карл Маркс ячĕллĕ, «Победа», «Янгорчино», «Хорнзор» хуçалăхсем тата Вăрнарти аш-какай комбиначĕ. «Юнтапа», «Кольцовка», «Броневик» ял хуçалăх предприятийĕсенче вара выльăхсен йышне чакарнă. Акă «Юнтапа» хуçалăх пĕлтĕр 105 ĕне тытнă. Кăçал 70 пуç кăна юлнă.

Кăçалхи тăхăр уйăхра 2221 пуç пăру (пĕлтĕрхинчен 133 пуç ытларах) илнĕ. 100 ĕнерен 67 пăру илме пултарнă. Ку енĕпе Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино» хуçалăхсем тата Вăрнарти аш-какай комбиначĕ малта.

Кăçал обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлемешкĕн условисем лайăх пулчĕç. Çавăнпа та хĕллехи вăхăтра йывăрлăсем пулмалла мар. Чылай хуçалăхра фермăсене юсанă. Ферма ĕçченĕсем малалла та тăрăшуллă ĕçлесен ÿсĕм пуласси иккĕлентермест.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика