Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксемпе ял-йышшăн – ырă тĕслĕх

22 октября 2016 г.

Зоя Архиповна Архипова-Князева – Вăрнар районĕнчи Малти Ишекре çуралнă, халĕ Мачамăшра пурăнакан чи ватă та чи хисеплĕ хĕрарăм. Октябрĕн 17-мĕшĕнче тыл тата педагогика ветеранĕ 90 çул тултарчĕ. 

Юрлă çил-тăман-и е касса çăвакан сивĕ çумăр – вăл тĕрлĕ çулсенче хăй пурăнакан Мачамăшран çывăхах та мар вырнаçнă ялсене – Кăкшăма, Шĕнер Ишеке, Шăхале, Малтикас Ялтăрана, Кăмпала, Хăмăша – çурран çÿренĕ, кĕçĕн классенчи шкул ачисен пуласлăхĕшĕн сывлăхне, чун-чĕре ăшшине хĕрхенмесĕр ĕçленĕ, вĕсене вулама-çырма-шутлама кăна мар, хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, ырă тĕслĕхĕпе çĕршывшăн, халăхшăн юрăхлă çын пулма вĕрентнĕ. Япăхрах вĕренекенсемпе уроксем хыççăн юлса уйрăммăн тăрăшнă, урăхла пултарайман: «Мĕншĕн-ха лайăх ачасене пулăшас мар?» – тенĕ. Колхоз ĕçне те хастар хутшăннă вăл: çĕрулми, кăшман, кантăр туса илме пулăшнă, ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕрентнĕ, халăхпа пĕрле, сăпайлă пулма хăнăхтарнă. 

Зоя Архиповнăн мăшăрĕ, вăрçăпа ĕç ветеранĕ Павел Иванович Князев – «Правда» колхозра ырă ят çĕнсе илнĕ уй-хир бригадирĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи участникĕ тата ,çлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ, ВДНХ участникĕ. Ялти пĕртен-пĕр фронтовик çитес уйăхра  92 çул тултарать.

Юратупа телейлĕ, кăмăлĕпе пуян мăшăр пилĕк ачана ура çине тăратнă. Князевсен ачисем те, мăнукĕсем те аслисен тĕслĕхĕпе, вĕсем пекех ырă та çирĕп çемьесем çавăрнă. Тава тивĕçлĕ, тарăн пĕлÿ илнĕ ятлă-сумлă, таса чунлă, тÿрĕ кăмăллă çынсем хушшинче – педагогсем, виçĕ аслă офицер, строитель-архитектор, икĕ тĕп бухгалтерпа тĕп казначей, экономистсемпе юристсем, инженер-электриксем, медицина ĕçченĕ. Раççей шайĕнче палăрнисем те чылай. Çĕршывĕпех саланнă ачисем, тăватă кĕрÿшĕпе кинĕ, тăхăр мăнукĕпе тăватă кĕçĕн мăнукĕ, мĕнпур тăванĕсемпе тата ял-йышпа пĕрле хаклă амăшне, хунямăшне, асламăшне тата кукамăшне сумлă юбилей ячĕпе саламлаççĕ, ырлăх-сывлăх сунаççĕ.   Вĕренекенĕсем те тав туса ырăпа çеç асăннинчен те, ял çыннисен пысăк хисепĕнчен те тĕлĕнмелли çук. Зоя Архиповнăран нихăçан та, никам çинчен те япăх каланине илтмен – çынни çавнашкал.

Валерий КОШКИН.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика