Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне пилĕ – пин ылтăн

01 октября 2016 г.

 

Аннеçĕм, анне... Çĕр çинчи мĕнпур çыншăн чи ырă та, чи çепĕç çак сăмахсем. Çут тĕнчене килнĕренпе мĕн уйрăлса кайиччен ун ăшшине чĕре тĕпĕнче усраса пурăнатпăр. Вăл – пурнăç никĕсĕ, тĕрекĕ, çитĕнÿсем патне илĕртсе çунат хушакан хавал. «Анне пилĕ – пин ылтăн», – тесе ахаль каламан юратнă халăхăмăр. Пурнăç çулĕ  никамăн та тумхахсăр пулмасть, çапах та аннен ырă куçĕсем, ăшă аллисем, çепĕç сăмахĕсем – хуйха-суйха сирекен асамлă вăй. Анне пилĕ ачи-пăчисене хăйсен ăраскалĕсене шыраса тупма пулăшать, çутă тивлетпе пархатар патне илсе çитерекен çул çине тăратать.

Манăн юратнă аннеçĕм, Калинино салинче пурăнакан Елена Димитриевна Лотря, çутă тĕнчене çутçанталăкăн чи илемлĕ вăхăтĕнчен пĕринче – ылтăн кĕркунне – килнĕскер, хăй те ылтăн кĕркунне пекех: сăнĕпе ĕлккен, ăс-хакăл, кăмăл-туйăм енчен питĕ пуян çын.

Вăл 1946 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Катăш ялĕнче, хресчен кил-йышĕнче çуралса ÿснĕ.

Пирĕн кукаçи, Димитрий Михайлович Михайлов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче минометчик пулса çапăçнă, çĕнтерÿпе Берлина çитнĕ, паттăрлăхшăн нумай медале тивĕçнĕ. Кукамай вара, Марфа Кондратьевна Кондратьева, тĕленмелле маттур чăваш хĕрарăмĕ, çити-çитми пурнăçа пăхмасăр, тăхăр ача çуратма, ултă ачи (тăватă ывăлĕпе икĕ хĕрĕ) пĕчĕклех çĕре кĕнине тÿссе ирттерме пултарнă. Сывă юлнă виçĕ хĕрĕнчен манăн анне – кĕçĕнни.

Унăн ачалăхĕ вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене лекнĕ пирки çăмăл пулман, çапах та илемлĕ те хастар хĕрача тутлă апат-çимĕç, капăр çи-пуç çителĕклĕ пулманнишĕн ÿкĕнсе ларман, мĕнпур чун хавалĕпе вĕренме тăрăшнă. Вăрманкас шкулĕнче 8 класа «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Калинино шкулĕнче те лайăх вĕреннĕ, вулама юратнă. Çак сăлтава пула библиотекарь профессине алла илме шутлать. 1967–1969 çулсенче Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинче, 1970–1975 çулсенче Мускаври культура институтĕнче аслă пĕлÿ илет.

Анне Калинино библиотекинче 15 çул вăй хунă, 1981 çултан мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен вăтам шкул библиотекинче тăрăшнă, ачасене кĕнекесен асамлă тĕнчине çул тупма пулăшнă. 1981 çулта ăна ĕçри çитĕнÿсемшĕн Молдави Республикине кайса курмашкăн тÿлевсĕр путевка парса чысланă.

Аннен ĕç стажĕ – 43 çул. Юратнă ĕçĕнче чунне парса ырми-канми тăрăшнăшăн вăл «,ç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ.

1974 çулта Çĕмĕрле районне кĕрекен Янташ каччипе Валентин Григорьевичпа çемье çавăраççĕ, пĕр хĕрпе пĕр ывăл çуратаççĕ. Калама çук йывăр хуйхă тÿссе ирттерме тивнĕ аттепе аннене: чире пула вĕсен пепки, манăн Валерий шăллăм, 21 кун пурăнсан çĕре кĕрет. Кăмăлĕсене хытарса аттепе анне мĕнпур чĕре ăшшине мана парнеленĕ, ырă çын тăвас тесе ырми-канми тăрăшнă. Телейлĕ ачалăх парнеленĕшĕн вĕсене чĕререн тав сăмахĕ калас килет. Анне пилĕ çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнÿсем тумашкăн хавал парса тăчĕ: республика шайĕнче ирттернĕ вырăс чĕлхипе литература олимпиадин çĕнтерÿçин дипломĕ, кĕмĕл медаль, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хĕрлĕ дипломĕ, филологи наукисен кандидачĕ ятне çирĕплетекен диплом, доцент ятне çирĕплетекен аттестат, утмăла яхăн наука публикацийĕ... Хусан университетĕнче филологи наукисен докторĕн ятне тивĕçлĕ пулас тесе хамăн диссертацине ăнăçлă хÿтĕлерĕм.

Шел пулин те, аттеçĕм ку савăнăçа аннепе пайлаймарĕ, вăл пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче çĕре кĕчĕ. Çапах та манăн анне хуйха-суйха парăнма хăнăхман. Мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçнĕскер, вăл халĕ те алă усса лармасть: çулла пахчара тăрăшать, хĕлле ал ĕç тăвать. Çĕлеме те, çыхма та, тĕрлеме те питĕ ăста. Тата савнă мăнукĕсем те тунсăхласа ларма памаççĕ. 12 çулхи Валерия тата 8 çулхи Мария çăвĕпе тенĕ пекех кукамăшĕ патĕнче пурăнаççĕ. Эпир те Олег мăшăрăмпа анне патне Шупашкартан килсех çÿретпĕр, вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр.

Людмила БОРИСОВА,

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн

вырăс чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ. 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика