Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк «химиксем» те Кубоклă!

01 октября 2016 г.

 «Химик-Августăн» тĕп команади Чăваш ен Кубокне сакăр хутчен çĕнсе илнине вулакансем лайăх астăваççĕ. Халĕ ав аслăрах ачасен командине те çĕнтерÿ хумĕпе çĕклемелле – иртнĕ эрнере вĕсем те ку Кубока çĕнсе илнĕ

Ку çитĕнÿ патне Александр Строгановпа Геннадий Герасимов тренерсен воспитанникĕсем темиçе çул ăнтăлнă. Унччен икĕ çул харăс вĕсем республика первенствин çĕнтерÿçисем пулчĕç, Чăваш ен Кубокĕн финалĕнче тупăшрĕç.

Хальхи çĕнтерÿре вĕсене килти стенасем е унран та ытларах – çĕнĕ футбол уйĕнче выляни те пулăшнă, ахăртнех.

Калас пулать, «Химик» стадионти футбол уйне туса пĕтерес ĕçре юлашки вăхăтра «Звездопад» филиал ĕçченĕсем хытă ĕçлерĕç. Хăтлăх кĕртес ĕçсене Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче тимлекенсем те сахал мар вăй хыврĕç. Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ – 36 млн тенкĕ. Кăçал строительство ĕçĕсене бюджетран 10,8 млн тенкĕ хывнă. Чупу çулне, баскетбол площадкине, çуран утакансен çулне çĕнетес тата ытти чылай ĕçе пурнăçлама «Август» Фирма хушма 12 млн тенкĕ хывнă. Хăтлăх кĕртес ĕçсем пур-ха, анчах та футбол уйне спортсменсем тивĕçлипе тĕрĕслеме ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ.

«Химик-Август» Чăваш ен Кубокĕн финалĕнче Шупашкарти ДЮСШ командипе тĕл пулнă. Хăнасем вăйă пуçламăшĕнченех тапăнарах вылянă, анчах вăрнарсем те парăнман. Вунă минут çитиччен «Химик-Август» футболисчĕ Стас Матвеев шута уçма пултарнă.

– Виталий Крылов хапхана хытă сыхларĕ. «Химик-Август» çĕнтернинче унăн тÿпи калама çук пысăк. Паллах, пĕтĕмĕшле пĕр шухăшлăн вылякан командăна ырламалла, – терĕ «Химик» спорт клубĕн директорĕ Евгений Захаров.

Матч 1:1 шутпа вĕçленнĕ. Хăнасем шута шăхлич янăриччен пилĕк минут маларах танлаштарнă.

Матч хыççăнхи пенальти чунсенче хĕрÿлĕх çуратнă. Пилĕк шанăç хыççăн шут каллех танлашнă – 4:4. Анчах хушма серире Виталий Крылов мечĕке хапхана кĕме паман, аялти кĕтесселле вирхĕнекенскере, вĕçсе тенĕ пек тытса чарнă.

– Спорт чунĕллĕ, футбола юратакан çынсене чĕререн тав тăвас килет. Ăмăр çанталăка пăхмасăр вĕсем çамрăк футболистсемшĕн вĕçне çитиех «чирлерĕç», – чунри савăнăçне пытармарĕ Евгений Захаров.

Паян «Химик-Августăн» тĕп команди те çĕнтерÿшĕн – «Чăваш Республикин чемпионĕ» ята илессишĕн – тупăшать. Ăнăçу сунатпăр!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика