Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте – комбайнсем

28 сентября 2016 г.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ кукурузăна пуçарса кĕртме пуçланă. Кăçал хуçалăх ку культурăна 1400 гектар çинче çитĕнтернĕ.

Кукурузăна силоса хываççĕ тата тырăлăх тăваççĕ. Хальхи вăхăтра вырма ĕçĕсем Мăньял Хапăс çывăхĕнче пыраççĕ. Предприяти ертÿçи Николай Аливанов каланă тăрăх, çанталăк уяр тăрсан уй-хирти ĕçсем вăраха тăсăлмалла мар. Çумăр çуман кунсенче ятарлă икĕ комбайн талăкра 250–300 тонна çапса тĕшĕлет. Уйра Николай Тихонов, Сергей Авакумов, Валерий Иванов опытлă механизаторсем тăрăшаççĕ.

Кукуруза тухăçĕ çулсерен ÿсет. Н.Аливанов ертÿçĕ хальлĕхе кашни гектартан 80 центнер тухнине пĕлтерет.

Агрохолдингра кукуру-зăна выльăх-чĕрлĕхе тăрантарнă çĕрте анлă усă кураççĕ.

Шел пулин те сентябрь уйăхĕ сар хĕвелпе сахалтарах савăнтарчĕ. Çавăнпах ял хуçалăхĕнчи ĕçсем пĕр тикĕссĕн малалла пыраймаççĕ. Çанталăк лайăх енне улшăнасса шанас килет. Паллах, уй-хирти ĕçсем те тепĕр хут вăй илĕç.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика