Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун туртăмĕ вăй-хал парать

28 сентября 2016 г.

Читлĕхрен ирĕке тухнă тейĕн – шавлаççĕ, выляççĕ ачасем. Кашни савăнăçлă. Пĕрисем пĕр-пĕр теттене алăран вĕçертмеççĕ, теприсем хăйсене тыткăнланă вăйăран уйрăлмаççĕ. Ушкăнри шăпăрлансем ирĕклĕн тытаççĕ пулин те, Г.Фирсова воспитатель каланине итлеççĕ, хушăва çийĕнчех пурнăçлаççĕ.

Галина Александровна Калининăри «Çутă кайăк» садикре 1982 çултанпа  ĕçлет. Çавăнпа та опыт пысăк унăн, пĕчĕкскерсемпе пĕр чĕлхе тупасси йывăрлăх кÿмест.

– Ачасемпе пĕрле чухне вăхăт иртни те сисĕнмест. Вĕсемпе чăннипех те интереслĕ. Кашни хăйнеевĕр. Апла пулин те тыткаларăшĕпе тыткăна илеççĕ, çепĕç сассисемпе кăмăла уçаççĕ. Юратнă ĕç ывăнтармасть мана, хавхалану кăна хушать. Аллă çичче çитрĕм ĕнтĕ. Çавах та хама çав çулта тесе калама пултараймастăп, мĕншĕн тесен шкул çулне çитменскерсемпе ĕçленĕрен вăй-хал чакнине те, сывлăх хавшанине те туймастăп, – терĕ Г.Фирсова.

Вăл шкулта вĕреннĕ вăхăра ача-пăча садĕнче ĕçлесси пирки шутлама та пултарайман. Вăрманкасра çуралнăскер ку ял шкулĕнче саккăрмĕш класс таран пĕлĕве туптанă. Хĕре учитель пулас ĕмĕт канăçсăрлантарма пуçланă. Çапла вăл Канашри педагогика училищине вĕренме кайнă. Виçĕ çул çурă  пĕлĕве тарăнлатнă. Анчах та вĕрентекен мар, воспитатель пулса тăнă. Алла диплом илсен ĕç шыраса хăшкăлман, Вăрнарти «Солнышко» садикре хăй суйласа илнĕ профессипе пĕрремĕш утăмсем тума пуçланă. Кайрантарахпа тепĕр ача-пăча садикне куçнă. Пурнăç çулĕ Кÿлхĕрринчи шкула та илсе çитернĕ. Хыççăн ĕç вырăнĕ Калинино салинчи шкул çулĕчченхи «Çутă кайăк» вĕрентÿ учрежденийĕнче тупăннă. Унтанпа урăх çĕре куçман. Ача садне çÿрекенсене кирлĕ воспитани парассишĕн вăтăр тăватă çул тăрăшать. Вулама, ÿкерме кăна мар, таврари пулăмсене хаклама вĕрентет. Пуян опытлă Г.Фирсова пĕчĕккисене тĕрлĕ енлĕ аталантарассишĕн нумай тăрăшать, ĕçе çĕнĕлĕхсем те кĕртет. Тĕрлĕ занятисем ирттерет, вăйă-конкурссем йĕркелени ачасене кичемлĕхе кĕртсе ÿкерменнине аван ăнланать Галина Александровна. «Шкул çулне çитменскерсем хăйсен пултарулăхне туллин уçса пачĕç пулсан манăн ĕç сая кайманнине пĕлтерет», – шухăша уçрĕ воспитатель.

Аслă пĕлÿ илейменнишĕн ÿкĕннине пытармасть. Вĕренме кăмăлĕ пысăк пулнă, анчах май килмен. Мăшăрĕ чире пула çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Хуняшшĕне, шалкăм çапнăскере, пăхма тивнĕ. Ачасене те тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтерессишĕн сахал мар тăрăшнă. Çавах та тавракурăма ÿстересси çине яланах тимлĕх уйăрнă. Виçĕ çул каялла Йĕпреçре квалификацие ÿстернĕ. Çавăн пекех пĕлĕве аталантармашкăн тĕрлĕ вĕрентÿ пособийĕсем вулать.

Галина Фирсова каланă тăрăх, «Çутă кайăкра» ачасене аталанма условисем çителĕклĕ. Кунта кашнине пĕр пек тимлĕх уйăраççĕ. Халĕ вăл улттăрисемпе ĕçлет. Ушкăнра – çирĕм ултă ача. Йыш пĕчĕкех мар та, воспитателе пулăшакан та пур.

Галина Александровна Кÿлхĕрринче пурăнать. Ĕç вырăнне çитесси йывăрлăх кÿмест. Опытлă специалист ача садĕнче чун ăшшине тупать. Юратнă ĕçрен хакли мĕнех пултăр ĕнтĕ çĕр çинче;

Юрий КОРНИЛОВ.  

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика