Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлмен çынна качча кайма хăраман

24 сентября 2016 г.

Пурнăçăн йывăр тĕрĕслевĕсем витĕр тухма тивнĕ Чăрăшкас Хирлепри Елена Игнатьевна Моисееван. «Нумай пурăнтăм, терт-нушине те сахал мар куртăм», – терĕ сакăрвун улттăри ватă.

Кун хыççăн кун иртет, вăхăт хыçа юлса пыни те сисĕнмест.

– Ватăлсах пыратпăр çав, вăй-хал хавшани кулянтарать халь, – васкамасăр калаçрĕ Е.Моисеева.

Унăн кăмăлĕ ырă пулни, сăмахшăн кивçене кайманни тĕл пулăвăн малтанхи саманчĕсенчех палăрчĕ. Ватă çын манпа чуна уçса калаçрĕ, иртнине йăлтах куç умне кăларчĕ.

Елена Моисеева çиччĕре чух тăван амăшĕ яланлăхах пурнăçран уйрăлса каять. Ашшĕн, вăйпитти арçыннăн, пĕччен пурăнас килмен, çавăнпа та тепĕр хăрарăмпа пĕрлешнĕ. Хĕрачашăн пурнăç лайăх енне улшăнман, амаçури амăшĕ ăна хĕрхенмен, пĕрмаях ĕçлеттернĕ. Пĕр-пĕр ĕçе вăхăтра пурнăçламасан кăшкăрма та именсе тăман. Ырă сăмахсем илтме тивмен унран пĕчĕкскерĕн. Хирĕç вара нимĕн те шарламан, пуçа пĕкнĕ те тем айăп тунăн сăмах чĕнмесĕр тăнă. Чăтнă, тÿснĕ – килтен тухса каяймастăн-çке. Ашшĕ те чылай чух хĕрне хÿтĕлемен. Савăнăçлă саманчĕ сахал пулнă пулин те малаллах ăнтăлнă, Чăрăшкас Хирлеп шкулне çÿренĕ. Лайăх паллăсем илме тăрăшнă. Вĕреннĕ вăхăтрах ĕçе те пикеннĕ% ял Советне техничкăна вырнаçнă. Çапла вара шкулта уроксем вĕçленсен урай çума васканă.

– Ĕçе тиркемен эпĕ. Ял Совечĕн çуртне тирпей-илем кĕртсе пĕтернĕ хыççăн киле таврăнсан та ахаль ларман, амаçури анне хушăвне пурнăçланă. Ывăннине нихăçан та кăтартман, çывăрма выртиччен шкултан киле парса янă ĕçсене пурнăçланă. Ирех тăнă, мĕншĕн тесен вăратнă. Пытармастăп, савăнса-кулса ÿсеймерĕм эпĕ, – калаçăва тăсрĕ Елена Игнатьевна.

Амаçури амăшĕн нушине сакăр çул тÿсме тивнĕ. Юрать-ха вăл тепĕр арçынпа туслашнă хыççăн Пăрачкав районне тухса кайнă. Çулталăкран каллех каялла çаврăнса çитнĕ хĕрарăм, анчах та ашшĕ ăна киле кĕртмен.

Елена Моисеева çичĕ класс пĕтерсен колхоз ĕçне пикеннĕ. Бригадăра тимленĕ. Каярахпа Хирлепри кирпĕч заводне вырнаçнă. Кунĕпе кирпĕч йăтнă – ир пуçласа каçчен ĕçрен татăлман. Сакăр сехет тар кăларнă.

– Кирпĕчĕ конвейерпа килсех тăратчĕ. Вĕсене алăпа илсе хурса купалама тиветчĕ. Хытă ывăнаттăмăр. ,ç вĕçленнĕ тĕле алăсем çĕклейми пулатчĕç. Апла пулин те тепĕр кунне каллех завода васканă. Манăн тăрăшулăха ертÿçĕсем те асăрхарĕç, Хисеп грамотипе чысларĕç, – чунне уçать кинемей.

Кирпĕч заводĕнчен кайсан та ĕçсĕр пурăнман, шкулта техничкăра тăрăшнă.

Елена Игнатьевна 25 çула çитсен качча тухнă. Унччен калаçман-пĕлмен çынпа çемье çавăрнă. Хĕре каччăпа паллаштаракан тупăннă. Элĕк районĕнчи Эренарти Николай салтакран таврăннă пулнă. Мăшăр шыранă вăл. Иккĕшне евчĕ пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçтарнă. Çавăн хыççăн ик эрнерен хĕрпе каччă пĕрлешнĕ. Анчах та вĕсем Эренарта мар, Чăрăшкас Хирлепре пурăнма пуçланă.

– Ăраскала хурламастăп, Николайпа çирĕм пĕр çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнтăмăр. Виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса ÿстертĕмĕр. Шел пулин те вăл пирĕнтен вăхăтсăр яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Мăшăрĕн ачисемпе савăнмалла кăначчĕ халь. Анчах шăпаран иртеймĕн теççĕ те, кайранхи пурнăçа çывăх çынсăрах ирттертĕм. Пилĕк ачапа кама качча каяс; Чăн та, тĕлĕнмелле пек те, тупăнчĕ пĕр арçын. Элĕк районĕнчи Кăканарти Николай мана хăйĕн мăшăрĕ пулма темиçе те ÿкĕтлерĕ. Эпĕ вара хирĕçлерĕм. Вăхăт нумаях та иртмерĕ, вăл та çĕре кĕчĕ. Халь, çулсем хыçа юлнă хыççăн, Николая качча тухманнишĕн хытă кулянатăп. Иксĕмĕр пĕрлешнĕ пулсан паянхи кун та пурăнатчĕ пулĕ, тен, –  пулни-иртнине уçса пачĕ Елена Игнатьевна.

Халĕ пилĕк ача амăшĕ Петя ывăлĕпе пурăнать. Вăл хăйĕн тĕпренчĕкĕ юнашар пулсан кун çути те илемлĕрех, хĕвел те ăшăрах пăхнăн туять.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика