Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 34 çул иртсен

21 сентября 2016 г.

Пĕрле вĕреннĕ тус-тантăшсемпе вуншар çул иртсен тĕл пулни – мĕн тери пысăк савăнăç. Вăрнарти 29-мĕш училищĕрен 1982 çута тухнисен те ак калаçмалли, аса илмелли нумай пулнă.

Уйрăмах класс руководителĕ – Елена Артемьевна Михайлова (Горбунова)  хытă хĕпĕртенĕ. Тăван ачисем пекех-çке вĕсем – пурнăçра тĕрĕс çул суйлама пулăшнă, тĕрĕс воспитани панă.

34 çул каялла професси илнисем пурте хăйсен вырăнĕсене тупнă. Нумайăшĕ Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ. Витя Еремин, класс старости, ак пысăк опытлă хуралçă. Хĕрсенчен пурте тенĕ пек кунта тĕпленнĕ, пурте тенĕ пек плодоовощеводра тăрăшаççĕ.

Юрий Андреев Шупашкар районĕнчи Çатракасси ялĕнче клубра тимлет, Елена Артемьевна ун пултарулăхне сăнасах тăрать, тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерсен савăнать.

Володя Смирнов – дальнобойщик. Пăртасри Борис Тимофеев, вĕреннĕ вăхăтра пурне те пĕтĕçтерме пĕлнĕскр, çĕршывăн тĕп хулинче пурăнать пулин те, çак тĕлпулăва йĕркелекенĕ пулнă. Çакăншăн пĕрле вĕреннисем ăна чĕререн тав тăваççĕ.

– Шел те, класри ачасенчен иккĕшĕ – Канаш районĕнчи Николай Порфирьев тата Вăрнар районĕнчи Николай Максимов пурнăçран ир уйрăлчĕç. Ыттисем вĕсене манмаççĕ, тăван тăрăха килсен вилтăприйĕсем çинче пулаççĕ, – тет класс ертÿçи.

Хăйне, Елена Артемьевнана, ачасем чи юратнă учитель вырăнне хураççĕ. Çакна тĕлпулусенче каланă ăшă сăмахсемпе çеç мар, уявсемпе саламланипе, Вăрнарта пулсан хăнана кĕрсе тухнипе те çирĕплетмелле. Поселокра вăл вĕрентнĕ ачасем нумай, кашни курмассерен ăна ыталаса сывлăх сунаççĕ. Çакă ĕнтĕ вăл – чăн-чăн хисеп.

Тĕлпулу пурне те асаилÿпе вĕреннĕ вăхăта тавăрнă. Ку ушкăн чи маттуррисенчен пĕри пулнă. Вĕренÿре те ĕлкĕрнĕ, пултарулăхра та палăрнă, практикăсенче хастарлăх кăтартнă. Çавăнпа пурнăçра та ăнăçнă.

С.СВЕТЛОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика