Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ершепуçсен – «кĕмĕл», интернатăн – «бронза»

14 сентября 2016 г.

Шăматкун Шупашкарти залив çыранĕнче 78-мĕш хут иртнĕ «Советская Чувашия» хаçат эстафети сывă пурнăç йĕркин 1700 ытла тусне пуçтарчĕ. Прессăн спорт фестивалĕн финалĕ вунвиçĕ ушкăнра иртрĕ.

Чупу тусĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин, Олимп чемпионки Елена Николаева, физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев, ыттисем саламларĕç.

Эстафета яланхиллех VIP-чупуран пуçланчĕ. Кунта ыттисене самай кая хăварса çĕнтерекенĕ – Иван Моторин премьер. Ку ушкăн чупуçисем хушшинче Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Юрий Романов та пулчĕ.

Вăрнарсем пĕтĕмпе çичĕ ушкăнра тупăшрĕç.

Чи маттуррисем – Ершепуç ял поселенийĕн çамрăкĕсем. Шел, пĕлтĕрхи пек Кубок çĕнсе илеймерĕç вĕсем. Анчах та иккĕмĕш вырăн та аван. Командăра – Александр Политов, Сергей Политов, Диана Политова, Галина Павлова тата Сергей Степанов.

Калининăри шкул-интернат ачисем те савăнтарчĕç. Ятарлă (коррекцилле) учрежденисен ушкăнĕнче вĕсем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Калининăри вăтам шкулта вĕренекенсем хăйсен тапхăрĕнче пĕрремĕш пулчĕç пулин те пĕтĕмĕшле зачетра, шел те, призлă вырăна лекеймерĕç, 36 командăран 6-мĕш пулчĕç.

Район спортсменĕсене «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат ĕçченĕсем те хавхалантарчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика