Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçуллă ăмăрту кунĕ

10 сентября 2016 г.

Калининăри шкул-интернатăн тренер-преподавателĕ Лев Ефимов районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат парнисемшĕн иртнĕ çăмăл атлетика эстафетине çапла ахальтен хакламарĕ. Унăн вĕренекенĕсем ку ăмăртăвăн çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç.

Пресса спорчĕн фестивалĕн районти тапхăрне вĕсем пуçласа хутшăнчĕç. Каламалла – чăннипех ăнăçлă. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем хушшинче вĕсем хăйсемпе тупăшакансене çур минут каярах хăварчĕç. Чемпионĕсем – Евгений Семенов, Людмила Клементьева, Дмитрий Ефимов, Татьяна Сергеева, Николай Андреев, Анастасия Спиридонова.

– Çак çитĕнÿ патне çула кунсерен туптатпăр. ,çлемесĕр пулмасть. Ачасен хăйсен спорт туртăмĕ пысăк пулни хавхалантарать, – пĕлтерчĕ Лев Николаевич.

Ку ушкăнра кĕмĕл призерсем Туçи Мăрат шкулĕнче вĕренекенсем пулса тăчĕç. «Бронзăна» Вăрманкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсем тивĕçрĕç.

Пĕтĕмпе вара район хаçачĕн эстафетине 200 ытла вĕренекен тухрĕ. Хĕрÿ стартсем умĕн вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов, Калининăри вăтам шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова саламларĕç, хăвăрт стартсем, ăнăçлăх финиш сунчĕç.

Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Вячеслав Николаев ачасене çулсерен ăмăртăва тухнăшăн, спортпа туслă пулнăшăн тав турĕ, Валерий Миронов ятне асăнса вĕсен çăмăл атлетикăра камран тĕслĕх илмелли пуррине палăртрĕ. Ку тĕсре паян сумлă ăмăртусенче çитĕнÿсем тăвакансем сахал мар – Галина Павлова, Эльвира Чугунова, Ирина Петрова, Сергей Политов, Александр Политов, Диана Политова, Екатерина Ишова-Горбунова, Татьяна Ефимова, Зойăпа Елена, Лариса Зайцевасем тата ыттисем те.

Район хаçачĕшĕн старта тухакансем хушшинче те республикăра пĕрре мар палăрнă спортсменсем пур. Сăмахран, Калининăри вăтам шкулта вĕренекенсем. «Çĕнтерÿ çулĕн» çиччĕмĕш эстафетинче те вăтам шкулсем хушшинче каллех вĕсем, Александр Федорович Михайлов воспитанникĕсем, çĕнтерчĕç. Командăра – Максим Васильев, Евгений Крылов, Евгений Тимофеев, Дима Иванов, Никита Никитин, Екатерина Судова, Марина Маркова, Светлана Павлова, Аня Николаева, Софья Татарова.

Хапăс шкулĕн команди иккĕмĕш, Аçăмçырми шкулĕн команди виççĕмĕш пулчĕç.

Ку ăмăрту «Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн иртекен чупăвăн суйлавлă тапхăрĕ пулнă май, унта хутшăнакансем те палăрчĕç, вĕсем – Калининăри шкул-интернат, Туçи Мăратри тата Калининăри шкулсен командисем.

Вĕсемсĕр пуçне, Шупашкарта паян иртекен эстафетăна Вăрнар районĕнчен тата пилĕк команда хутшăнать: район администрацийĕн ĕçченĕсем, ял çамрăкĕсем, ветерансем, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем, хутăш ушкăн.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика