Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыври чи ăста 100 такмакçă

13 июля 2016 г.

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне  халалласа Мускав ирттернĕ «Сельхозперепись-частушка» конкурса тăратнă ĕçсене жюри пăхса тухса пахаланă. Чăваш Республикинчен хутшăннă авторсенчен виççĕн, вĕсенчен иккĕшĕ пирĕн районти Валерий Кошкин тата унăн хĕрĕ Валентина Панышева, çĕршыври чи лайăх 100 такмак  ăстисен шутне кĕнĕ. Виççĕмĕшĕ – Чăваш енри пĕр министерствăн пресс-секретарĕ Светлана Гордеева поэт.

Темиçе пин çын хушшинче вĕсен пултарулăхне çакăн пек пысăк хак пани ăнсăртран мар. Ентешсен сăввисем пирĕн хаçатра та пичетленчĕç. Вĕсемпе вулакансем интернет урлă та чылаййăн паллашнă, хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ. «Ан тив, хăшĕ-пĕри çитес ял хуçалăх çыравне тепĕр вунă çултан Марс çинче ирттересси пирки шÿтлетĕр, теми çĕнĕ мар, тахçантанпах ют планета çинче улмуççи ÿстересси çинчен юрлатпăр, – Сирĕн сăвăсем вара, Валерий, маншăн – чи лайăххисем, – çырнă Маргарита Загоруйко журналист, – вĕсем тăван çĕр çинчех йĕрке тума, лайăхрах ĕçлеме чĕнеççĕ».  «Маттур! Пысăк тавракурăмлă, çутă çын эсĕ, Валентина, çырав мĕншĕн кирлине ĕненмелле лайăх кăтартса панă. Тав сана, статистикăн çамрăк ĕçченĕ! Раççейре çакнашкал патриотсем пур чухне пирĕншĕн нимĕнле санкци те хăрушă мар», – сайт урлă савăнса хыпарланă Мускаври пĕр шкулта хими вĕрентекен Алевтина Макаровна Беловăпа унăн хĕрĕ Ольга. Ентешсен такмакĕсем хăйсене питĕ килĕшнине, çавăн пекех пирĕн авторсем çинчен малтан пачах пĕлмен-илтмен Валентина Реутова  математик (Мускав), Виктория Соцкова журналист (Ярославль), Максим Ендеров (Сургут), Сергей Палейкин (Ноябрьск), Светлана Синчук (Питĕр), Афган вăрçи витĕр тухнă Викторпа Елена Сомовсем (Брянск облаçĕ, Дятьково) тата ыттисем интернет урлă ырланă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика