Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хавхалантарнă, хăват панă

06 июля 2016 г.

Çĕрпелте пурăнакан Нина Илларионовна Ваньева хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Вăл 1926 çулта нумай ачаллă çемьере çуралнă. Тăххăрăн çитĕннĕ вĕсем. Ашшĕ колхоз председателĕн тилхепине тытса пынă. Çавăнпа вăл ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă.

Н.Ваньева шкул пĕтерсен кĕçĕн классене вĕрентекенĕн дипломне алла илнĕ. Ĕç кĕнеки унăн 1947 çулта Туçи Çармăс шкулĕнче уçăлнă. Хыççăн Санарпуç шкулне куçнă. Кунта та, унчченхи пекех, пионерважатăй тивĕçне пурнăçланă. 1952 çулта пурнăç çулĕ ăна Çĕрпеле илсе çитернĕ. Вырăнти вĕрентÿ учрежеднийĕнче пионерважатăй пулнă май, ачасенчен кунĕпе те уйрăлман. 1957 çултан вара кĕçĕн классенче вĕренекенсене пĕлÿ пама пуçланă. 1987 çулччен педагогика ĕçĕнче ырми-канми тăрăшнă.

Мăшăрĕпе, Семен Даниловичпа, икĕ ачана кун çути парнеленĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ.

Нина Илларионовна – ĕç ветеранĕ. Çулсем хыçа юлса пынишĕн кулянмасть, иртнĕ самантсене ялан ăшшăн аса илет.

Халĕ те республика тата район пурнăçĕпе интересленме пăрахмасть.

К.Юрьев.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика