Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксене илĕртес тĕллевпе

29 июня 2016 г.

Çамрăксене илĕртес тĕллевпе

Тунтикун Раççейре Çамрăксен кунне паллă турĕç. Пуçаруллă, хастар яшсемпе хĕрсем тĕрлĕ мероприятие хутшăнчĕç.

Чылай çамрăк вăтам специальноç е аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн çуралнă вырăна таврăнать, çемье çавăрать. Чăваш Республикин потребкоопераци тытăмĕ те вĕсемшĕн илĕртÿллĕ ĕç вырăнĕ пулса тăрать. ,ç условийĕсем лайăхланаççĕ, социаллă гарантисем пурнăçланаççĕ.

Çамрăксене ĕçе илĕртес тĕллевпе Чăвашпотребсоюз тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. Нумаях пулмасть вăл «Салют» лагерьте ятарлă форум йĕркеленĕ. Унта Чăваш енри, Чулхула тата Киров облаçĕсенчи 250 ытла специалист хутшăннă. Тренингсем, корпоративлă квест, мастер-классем, ГТО нормисене пурнăçласси... – программа пуян пулнă. Чăвашпотребсоюзăн «Прорыв» çамрăксен премине панă.

Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов та форумра çамрăксемпе юнашар пулнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика