Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тата тепĕр çĕнĕ вите

23 июня 2016 г.

Ĕнер район историне тепĕр паллă пулăм çырăнчĕ – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче 1000 пуç вырнаçмалăх çĕнĕ витене официаллă майпа уçрĕç

Тĕрĕссипе, кунти тĕп ĕçсене октябрьтех вĕçленĕ. 500 пуç вырнаçмалăх пĕр витере 400 ытла пуç пăру хĕл каçнă. ,нер хĕрлĕ хăю каснă витере хальлĕхе – 200 пуç сăвакан ĕне. Çĕнĕ сăвăм залĕ 2012 çулта çĕклени пекех пĕр вăхăтра 40 ĕне сума май парать.

Агрофирма генеральнăй директорĕ Николай Аливанов предприяти паянхи кун сĕт туса илессипе ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртрĕ. Пĕлтĕр сĕтĕн хăйхаклăхĕ 11 тенкĕ те 40 пуспа танлашнă, 20 тенкĕ ытларахпа сутнă. Пĕлтĕр кунта сĕт производствине 35 процент ÿстернĕ, кăçалхи пилĕк уйăхра – пĕлтĕрхи танлаштаруллă тапхăртан 20 процент ытларах. Кунсерен комплексран 22 тонна сĕт сутлăха ăсанать. Июльте ку кăтартăва 25–26 тоннăна çитерме палăртнă.

Предприяти çĕрсене те тухăçлă ĕçлеттерет. Паянхи куна утă-сенаж ытлă-çитлĕ хатĕрлессипе хĕрсе ĕçлеççĕ, нумай çул ÿсекен курăксене çулса илесси – юлашки тапхăрта. Выльăх апатне запаслăх ытларах хатĕрлес тĕллевпе 10 пин тонна вырнаçакан тата тепĕр силос траншейи тума тытăннă.

Çĕнĕ витене илес пулсан, ун строительствине 150 млн тенкĕ хывнă. Нумай ĕçе харпăр хăй вăйĕпе пурнăçланă. Паянхи куна кунта 1300 ĕне сăваççĕ пулсан, 2018 çул тĕлне сăвакан кĕтĕве 2000 пуçа çитересшĕн. Çĕнĕ витесем уçăлнă май, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те хушăннă. Виçĕ дояркăна ĕçе илнĕ ĕнтĕ, пĕтĕмпе вара çĕнĕ должноçсем вунпиллĕк пулмалла. Сăмах май калас-тăк, предприятири пилĕк доярка 1000 пуç ĕне сăвать.

– «Уйран тытăнса лавкка сентрисем таран» – çак лозунг республикăри мĕнпур аграрие ĕçлеме вĕрентекен идеаллă модель, – терĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов аш-какай комбинатĕнче тимлекенсене тав туса.

Сергей Геннадьевич кунашкал комплекссем Раççейре те çав тери сахал пулнине, малашлăха пăхакан ертÿçĕсем кăна çухатусем пулассинчен хăрамасăр çакнашкал объектсем çĕклеме пултарнине палăртрĕ. Лайăх ĕçлекене патшалăх та хавхалантарать. Кăçал аш-какай комбиначĕ 23 млн тенкĕлĕх пулăшу илнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев Вăрнарти аш-какай комбинатĕнчен республикăри чылай хуçалăх тĕшĕлĕх кукуруза туса илме вĕреннине те асăнчĕ. Район пуçлăхĕ Валерий Шумилов халĕ унчченхилле тĕслĕхлĕ предприятисен опычĕпе паллашма аякка кайма кирлĕ маррине каларĕ – çывăхрах хăватлă, çĕнĕ йышши оборудованиллĕ предприяти пур!

Пахалăхлă ĕçе çавăн пекех республикăри ветеринари службин пуçлăхĕ Сергей Скворцов, «Чăвашхлебопродукт» директорĕ Владимир Яковлев, аш-какай комбиначĕн директорсен канашĕн председателĕ Владислав Попов та палăртрĕç.

Хăнасем çĕнĕ витесене, сăвăм залне пăхса савăнчĕç-тĕлĕнчĕç, ĕне выльăх çав тери ырă условисенче тăнине хăйсем курса ĕненчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика