Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куççульпе исленнĕ лапам

23 июня 2016 г.

Ĕнер Асăнупа хурлану кунĕ пулчĕ. Нимĕç фашисчĕсем Совет Союзĕ çине тапăнса кĕнĕренпе 75 çул çитрĕ

Çав кунсене ăçтан-ха манайăн; Тăван шкулта пиллĕкмĕш класа вĕçлетпĕр. Истори вĕрентекенĕ Илья Логинов пире шкул çумĕнчи лапамра ларакан Ял юпийĕ патне илсе тухнăччĕ. Юпана вĕри çулăмпа ĕнтсе хытарнă пулнă, ун çине 5–6 аршăн çÿллĕшне вырнаçтарнă юман хăма çине çунтарса: «1860 год. Душ мужского пола... Душ женского пола...» (хисепне астумастăп) тесе çырнăччĕ.

Илья Логинов Ял юпи патĕнчи лапамран салтака е вăрçа каякан çамрăксене ял халăхĕ ăсатни, хурланни çинчен тĕплĕн ăнлантарнăччĕ, унтанпа вуншар çул иртрĕ.

Фашистла Германи пирĕн çĕршыва тапăннине пĕлтерме халăха хальхи магазин патĕнчи лапама пуçтарчĕç. Ун чухне радио, телевизор таврашĕ те, çутă та пулман. «Первое мая» колхоз ертÿçи Василий Иванов коммунист вăрçă пуçланни, çамрăк арçынсене Тăван çĕршыва хÿтĕлеме илесси çинчен пĕлтерчĕ. Эпир, «Чапаев» сасăсăр кинона курса хăпартланнăскерсем, Хĕрлĕ Çар тăшмана часах çĕнтересси çинчен мухтанса калаçса киле таврăнтăмăр. Ял çине салхулăх, тĕксĕмлĕх çапрĕ. Каçсерен хĕрсемпе каччăсем янратса юрлани, кулни, савăнни илтĕнме пăрахрĕ.

Тепĕр эрнерен пулĕ ялтан тăватă–пилĕк çамрăкăн вăрçа каймалли çинчен сăмах сарăлчĕ. Ун чухне чăвашсем çара е вăрçа каякан çамрăксене авалах йĕркеленнĕ йăла-йĕркепе ăсататчĕç. Çатан урапасене юсанă, йĕркеленĕ, салтак чупма хатĕрленĕ, ялти чаплă купăсçăна асăрхаттарнă. Каччăн хĕрĕ пуçа çыхман илемлĕ тутăрсене арчаран кăларнă, лаша пĕкки, турта çине çыхнă. Салтак ачин хреснамăшĕ ятарласа тĕрленĕ алшăлли хатĕрленĕ, ăна ывăлĕн хулпуççийĕ çине çакса ямалла пулнă. Алшăллисене çамрăк каччăн тăванĕсем те хатĕрленĕ. Икĕ-виçĕ кун хушши ял урамĕсем янăраса кăна тăратчĕç, салтак чупакан каччăсем купăс çеммипе юрласа чĕрене хумхататчĕç.

Каç енне халăх салтака каякансене ăсатма ял вĕçĕнчи таçтанах курăнса ларакан Ял юпи патне, лапама пуçтарăнатчĕ, пуçланатчĕ вара уйрăлу-сывпуллашу саманчĕ. Мĕн чухлĕ юхтарчĕ пулĕ ял-йышăм вĕри куççуле çакăнта.  Мĕн чухлĕ ылханмарăмăр пулĕ тискер тăшмана;

Çакă та асăмра. Авланнă, ача-пăчаллă арçынсен мăшăра, çемьене, кил-çурта мĕнле пăрахса тухса каймалла пулнă; Калама та йывăр. Нумайăшĕ киле таврăнаймарĕ. Акă, Вăрман урамĕнче пурăннă Ваçли, Раман, Тимук, тепĕр Раман, Йăван, Унюк, Ваçли, Михала, Мишша, Илья таçти-таçти çĕршывсенче канлĕх тупнă, мăшăрĕсем вĕсем таврăнасса кĕтсе пурăннă. «Паян Раман килес пек туйăнать», – тетчĕ Уçук инке Пĕнер çулĕ çине пăхса. Халь çук ĕнтĕ вăл, çĕре кĕнĕ, анчах Раманăн икĕ ывăлĕ ашшĕне паян кун та кĕтеççĕ.

Нумаях пулмасть тăван шкула Шăнкăрав уявне пыма чĕнчĕç, хавасланса вăраххăн кайрăм... Тепĕр хут лăпкăлăха çухатрăм. Ял юпи тахçанах çук ĕнтĕ. Ку вырăнта мăнаçлă шкул çурчĕ ларать. Тавралла чечек йăранĕсем куçа илĕртеççĕ. Пире, вăрçă ветеранĕсене, шкулта кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Пысăк тавтапуç!

Иван ЕГОРОВ, вăрçă ачи.

Шĕнер Ишек.   

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика