Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акатуй ячĕпе кĕрлерĕ

23 июня 2016 г.

Уяв сценарине виçĕ Явăш тăрăхĕн пултаруллă çыннисем Надежда Петровна Федоровăпа Нина Васильевна Андреева хатĕрленĕ. Ун йĕркине пысăк ăсталăхпа, хивре савăклăхпа юнашарăн тăрса тытса пычĕç.

– Хаклă ял-йыш, хаклă хăнасем! «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра пичетленекен  автобиографилле «Кашкăр çулĕпе» повеçре пирĕн ентеш Вениамин Иванович Сорокин (ВенСОР) çапла çырать:

Çăкаллă Явăш вунтăххăрмĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Мăн Явăшран уйрăлса тухнă. Çĕнĕ ял вырăнне тĕплĕн шухăшласа суйланă. Пурне те Мăн Çавала юхса кĕрекен юханшыв питĕ килĕшнĕ. Илемлĕ Çăка вăрманĕ юмансемпе, хурăнсемпе кашласа ларнă. Çурт-йĕр çавăрма йывăç çителĕклĕ. Çăкалăха хурт-хăмăр ăстисем килĕштернĕ. Вĕлле хурчĕсем йышлăн ĕçленĕ чух йывăç хăвăлĕсем сим пылпа тулнă. Çавал хĕррипе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме меллĕ пулнă. Çĕнĕ çĕрсем çинче тыр-пул ăнса çитĕннĕ. Çырма тăрăх хăмла явăнса ÿснĕ. Пиçсе çитнĕ хăмла таврана сиплĕ шăршă сарнă. Çырмине Хăмла Сÿрет тенĕ. Ялне «Çăкаллă Явăш» тесе çырса хунă. Çĕнĕ вырăна ытларах çамрăксем – çĕнĕ çемьесем куçнă.

Паян эпир çак ялта, çак Хăмла Сÿрет юханшывĕ  хĕрринче Ял уявне паллă тума пуçтарăнтăмăр...

Мухтав юрри янăранăçемĕн Чăваш патшалăх ялавĕ çĕкленет. Ку чыслă  церемоние пурнăçлама сатур йĕкĕте, çуллахи каникул вăхăтĕнче уй-хирте çуллен ырми-канми ĕçлекен çамрăка, Леонид Юрьевич Спиридонова, шанăпăр.

Ачасем сăвăласа та, каласа та ял историпе паллаштараççĕ. Ял уявне «Мураты» хуçалăхра çурхи ĕçсене вĕçленĕ ятпа ирттерекен Акатуйпа çыхăнтарнă. «Мураты» хуçалăх ертÿçине, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Геннадий Петрович Спиридонова, Мăн Явăш ял тăрăхĕн ертÿçине Андрей Анатольевич Васильева сăмах параççĕ.

Ялсен аслă пухăвĕ евĕр сумлă тĕпелĕнче – ĕç ветеранĕсем, хаклă хăнасем, çав шутра: Вăрнар районĕн пуçлăхĕ Валерий Филиппович Шумилов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Вячеслав Анатольевич Горбунов, Мускав хăни Эрик Васильевич Васильев полковник, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, праçнике Шупашкартан эстрада ушкăнĕсемпе килсе çитнĕ Стас Владимиров...

Саламлă сăмахĕсене хăнасем асăнмалăх парнесемпе палăртса хăварасшăн. Эрик Васильев явăшсен тăрăхне нихăçан та пушă алăпа çÿремен. Парнисене офицерсен Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» организацин пуçлăхĕ В.А.Ильин вице-адмирал алă пуснă Мухтав хучĕсемпе çирĕплетрĕ. Пысăк чыса тивĕçнисем хушшинче: Аслă Çĕнтерĕве ятран тÿпе хывнă тыл ĕçченĕ, Çăкаллă Явăшăн чи аслă хĕрарăмĕ Аксиния Петровна Тимофеева, Аслă вăрçă ветеранĕ, Çăкаллă Явăшăн чи аслă арçынĕ Алексей Терентьевич Терентьев, Çăкаллă Явăшăн вун улттăри, анчах вуннăранах тракторпа та, автомашинăпа та пултаруллă ĕçлекен чи çамрăк ĕçченĕ Юрий Спиридонов. Юрий Федорович Прокопьев наградăна кил-тĕрĕше кăтартуллă хăтлă тытнăшăн тивĕçрĕ. Байконур ветеранĕ хăшпĕр юлташсене хăй космодрома халалласа çырнă кĕнекисене парнелерĕ.

– Çапла пулса тухать, – терĕ хăйĕн асилĕвĕсене пĕтĕмлетнĕ майăн вăрçă ветеранĕ, тава тивĕçлĕ врач-хирург Николай Арсентьевич Аршуткин, – виçĕ Явăш тăрăхĕнче пĕтĕмпех ман тăвансем.

«Мураты» хуçалăх грамотисемпе наградăланисем вун çиччĕн пулчĕç.

Чăваш Республикинче ,ç çыннин çулталăкĕ пырать. Уява «Синьял» колхоза нумай çул ертсе пынă Тимофей Федорович Федорова, унăн пиччĕшне Афанасий Федорович Федорова, 25 çул ытла пĕррремĕш бригада бригадирĕ пулнă Кузьма Федорович Федорова, вĕсен йышлă тăванĕсене, ачисемпе мăнукĕсене, кĕçĕн мăнукĕсене хăнана чĕннĕ.

Ултă ывăлпа пĕр хĕр ÿснĕ Хĕветĕрĕн çемйинче: Афанасий, Кузьма, Дмитрий, Матрена, Тимофей, Егор, Семен. Çак «Çемье йывăççине» туса хатĕрленĕ.  Афанасий Федорович колхоз тилхепине Тăван çĕршывăн чи йывăр тапхăрĕнче тытса пынă, пултаруллă та маттур ывăлсемпе хĕрсем çитĕнтернĕ.

Колхоз пурнăçĕнче Исак Афанасьевич Афанасьев паллă выран йышăнать. Нумай çул бригадир, ферма заведующийĕ пулнă.

Колхоза чи нумай ертсе пыраканĕ вăрçăпа тыл ветеранĕ Тимофей Федорович Федоров. Ăна ертÿçе 1939 çултах суйланă.

1951 çулта «Синьял» Уйкас Явăшпа пĕрлешнĕ. «Восход» колхоза 1954 çулчченех Тимофей Федорович ертсе пынă. Унăн хĕрĕ Агафия Тимофеевна Павлова вăрçă çулĕсенче бригада пуçĕнче тăнă. Ывăлĕ, çамрăк ача Валентин, бригадăра та ĕçленĕ, вăрман та турттарнă.

Кузьма Федорович 25 çул бригадирта ĕçленĕ. 1932 çулхи август уйăхĕнче кĕракине Ракăш хĕррине пĕрремĕш тухнă.

«Дмитрий Федоровичăн алли ылтăн» тенĕ. Мария вăрçă çулĕсенче ферма заведующийĕнче ĕçленĕ.  ,не, сурăх, сысна ĕрчетнĕ. Ульяна мĕн çамрăкран ватăличченех бригадирта тимленĕ.

Егор, паллă активист, чухăнсен комитетне ертсе пынă. Ачисенчен чи нумай колхозра  вăй хураканни, Елена, 25 çул ытла фермăра ĕçленĕ. Нина Егоровна шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Семен Федорович Пухов, колхоз председателĕ, ял Совет председателĕ, фронтра лейтенант пулнă. Ултă ывăл хушшинче пĕр хĕр Матрена çитĕннĕ. Мăн Явăша качча тухнă вăл. Унăн ывăлĕ, Николай Арсентьевич, пĕтĕм Чăваш Республикипе чапа тухнă. Паллă врач-хирург. Тăшмана хирсе Берлина çитнĕ. 92 çулта пулин те, медицина темисемпе наука ĕçĕсем, илемлĕ литература жанрĕсемпе ĕçкĕ-çикĕпе ашкăннине сивлесе пьесăсем çырать.

Пĕр касăк çумăр хыççăн шăрантарса хĕвел пăхрĕ. Уçланкăри тĕрлĕ-тĕрлĕ чечекĕн уçă-тутлă шăршипе тавралăха нÿрлĕх кÿрекен çÿçелĕх варкăшĕ шашлăкпа вĕри шÿрпе шăршипе хутăшнă. Халăх савăк та кăмăллă. Концертсен эстрадине çак кун тĕлне яланлăха маçтăрланă. Юрă-ташă нумая тăсăлчĕ. «Утă уйăхĕнче Мăн Явăш  кунне ирттермешкĕн кăмăл пур», – пĕлтерет ку ялти культура центрĕн ертÿçи Н.В.Андреева.

М.Майская.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика